Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутса (тĕпĕ: хут) more information about the word form can be found here.
Кивӗ, ҫӗрӗк пӳртре хӗлле питӗ сивӗ пулать, хутса ӑшӑтма ҫук, ҫулла нӳрӗк шӑрши ҫапать, пӳрт пӗренисем пӑнтӑх тӗспе витӗнеҫҫӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня чи малтанах, картана тухса, качакана утӑ пачӗ, пӑрланнӑ йӑмра турачӗсене пуртӑпа татса кӗчӗ те тимӗр кӑмака хутса ячӗ, пӗчӗк чӳлмекпе ҫӗр улми пӗҫерме лартрӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫавӑн чухне, анне вутӑ хутса ӗҫ пуҫтарнӑ вӑхӑтра, кӳршӗсем хӑнана киле пуҫларӗҫ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ярассипе те хастар ӗҫе тытӑннӑ», – тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вице-премьер – строительство министрӗ Павел Данилов.

Help to translate

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Хутса ӑшӑтма та хулари ҫуртсем пекех, вӗри шывпа, хутмалла.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӗлле ку пӳлӗме кормозапарникрен килекен пӑспа хутса ӑшӑтаҫҫӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Эпӗ тата мунча хутса пултарнӑччӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патшалӑх панӑ лайӑх йывӑҫран Хветут ҫемйи пура та пуралаттараймарӗ, хӑма та ҫуртараймарӗ, ҫурт лартса, кӑмака хутса ӑшӑ пӳрте те кӗреймерӗ.

Help to translate

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана унӑн йӑмӑкӗ Хрестук хутса пултарнӑ иккен.

Help to translate

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атӑл леш енчен тӗнӗ пӑкки пек хуп-хура таврӑнсан ҫынсем килсерен мунча хутса кӗчӗҫ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, хутса ӑшӑтмалли тӑватӑ объекта хута ярассипе хастар ӗҫлеҫҫӗ, Ҫӗмӗрлере тата Куславккара шывпа тивӗҫтерессипе объектсене паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килтерсе туса пыни те никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.

Help to translate

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Президиум членӗсем Чӑваш Республикин иккӗмӗш заявкине йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле тата Куславккара хутса ӑшӑтмалли объектсене, шывпа тивӗҫтермелли сетсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ 578,6 млн тенкӗ тӑракан проекта ырланӑ, объектсене валли ятарлӑ Фонд 459,2 млн тенкӗ уйӑрӗ.

Help to translate

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Ирех хутса янӑ кӑмака умӗнче ҫаннисене тавӑрса хунӑ Нина сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ, хӑйӗн тантӑшӗн кӑвакарса ларнӑ куҫ харшийӗсем ӑна хӑратса пӑрахрӗҫ пулас.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Эпир санпа, Альберт, ҫитетпӗр те мунча хутса яратпӑр.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

— Эсӗ хӑв та савӑнсах хутса лармалла-ха, эсрелӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Малтан пирӗн килтен те ҫын татӑлма пӗлместчӗ; кӗпе-йӗмсене те ҫуса паратчӗҫ, вутне те кӳршӗсемех хутса ҫунтаратчӗҫ, апат та пӗҫерсе ҫитеретчӗҫ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Урай варринчи тимӗр кӑмакине хутса янӑ та, вӑл пӑравус пек кӗрлеттерсе ҫунать.

Посреди пола топилась железная печь, и она горела гудя, как паровоз.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Вут хутса тӑракан аннерен йӗрес пек: «Ӳкерчӗке кам ҫурнӑ?» — тесе ыйтрӑм.

Help to translate

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Эпӗ сирӗн пата акӑ мӗншӗн килнӗччӗ: эсир мунча хутса пултарсан, систерӗр вара пире.

Help to translate

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed