Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутсан (тĕпĕ: хут) more information about the word form can be found here.
Ара, Ванюк хӑй те мунча хутсан лапка ҫине хӑпарса ларса хурӑн милӗкӗпе мӗн вӑйран кайиччен ҫапӑнма юратать.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вут хутсан, тӗтӗм тухатех ҫав.

Help to translate

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Питлӗхсӗр, ӑшӑ тытман баракӗнче (унӑн шӑтӑкӗҫурӑкӗсене питӗрнӗ-мӑкланӑ пулин те) хӑватлӑ, хаяр Хӗл Мучи хӑйӗн шатӑр-шатӑр сиввипе ҫамрӑксен кун йышши йывӑрлӑха та чӑтас тӳсӗмлӗхне те тӗрӗслерӗ: каҫсерен тимӗр кӑмакана «хырӑмӗ» хӗп-хӗрлӗ пуличченех хутсан та пӳлӗм ир енне (уйрӑмах кутсӑр-пуҫсӑр, сӗмсӗркке ҫил ачисем ҫак ҫурт витӗр харсӑррӑн вӑшлатнӑ тапхӑрсенче) самаях сӳрӗлсе янкӑртатрӗ, ҫавна пулах шыв пӑрланичченех сивӗнни те пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юман мунчара кӑшт вӗрирех хутсан вут пуҫҫисӗр те сӗрӗм тивет.

Ежели баня из дубовых бревен сложена, от них угар бывает, даже когда слишком жарко протопить.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пирӗн ӑвӑс мунча та, кирек кам хутсан та тутлӑ пулать.

Банька осиновая, ее кто хошь протопит, и она все равно будет сладкая.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эс мулча чӗлхине пӗлен пуль, Ильмук пичи хутсан ӑшши тутлӑ пулать теҫҫӗ.

— О-о, топить баню ты мастер, дядя Ильмук. Когда ты топишь, она бывает сладкая-сладкая.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вутне хутсан та, тӗтӗм тухни аптратать.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унччен вӑл темле склад пулнӑ та, пӗртен-пӗр кӑмакана ирпе каҫ хутсан та, ӑшӑ тытӑнмасть.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн хуралма ӗлкӗреймен стенисенчен йывӑҫ шӑрши сарӑлнӑ тата кӑмакисене вӑйлӑ хутсан, стенасем ҫине сухӑр тумламӗсем туха-туха ларнӑ.

Его бревенчатые стены, еще не успев потемнеть, пахли лесом, и на них выступали капли смолы, когда печки бывали жарко натоплены.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Эпӗ акӑ мӗн пирки ытла та хытӑ хӑраттӑм: вут хутсан тӗтӗм тухать, кӑнтӑрла тӗтӗм инҫетренех курӑнать, тискер этемсем вара ӑна курса мана тупма пултараҫсӗ Ҫакна шута илсе, вут хурса тумалли ӗҫсене пурне те (сӑмахран, тӑм савӑт-сапа хӗртсе хытарассине) эпӗ вӑрманта, хамӑн ҫӗнӗ вырӑнта, тӑваттӑм.

По этой причине все работы, для которых требовался огонь (например, обжигание горшков), я перенес в лес, в мою новую усадьбу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed