Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутра the word is in our database.
хутра (тĕпĕ: хутра) more information about the word form can be found here.
Киле сайра хутра ҫеҫ кайкалаттӑмччӗ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пӗрремӗш хутра тӗл пулнӑ хитре пике ҫине тинкерсе пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын хӗре вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗ иккӗмӗш хутра пулнине пӗлтерчӗ те: «Тен, тӗл пулӑпӑр-ха», — тесе урамалла васкарӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пӗрремӗш хутра клишесене йывӑҫ ҫине ҫапса ҫыпӑҫтаракан Мукин ӗҫлет.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӑш хутра материал кирлине пӗлтерсе, пульт ҫинче лампӑсем ҫутӑлаҫҫӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗррехинче Римма саккӑрмӗш хутра пралукран ҫыхнӑ пысӑк клетка курчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр ҫак тарана илтмен-пӗлмен машинӑсене курса тӗлӗнчӗ: ҫиччӗмӗш хутра ҫӳлелли хутсене пысӑк пӑрӑхпа бетон хӑпартакан насус ларать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миша, хӗре хулран тытса пынӑ май, вӑл ҫав тери ҫӑмӑл пулнине туйрӗ, вунулттӑмӗш хутра каштасем тӑрӑх утса ҫӳренӗ чухне ӑна ҫил вӗҫтерсе кайманнинчен тӗлӗнчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫҫӗмӗшӗнче иккӗмӗш хутра ӗҫлетӗп, каллех ҫав калушлӑ арҫынах: «Эсӗ мӗн ятлӑ прораб патӗнче ӗҫлетӗн?» — тесе ыйтать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫиччӗмӗш хутра хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Алексее тӗл пулчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

«Пырас-и, пырас мар-и, — шутларӗ Ирина шӳтлеме-тӑрӑхлама тара кӗрешме те хирӗҫ мар Архипов виҫӗм кун вунулттӑмӗш хутра пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ ҫинчен аса илсе ӑна ыттисем умӗнче намӑс кӑтартасран вӑтанса. — Паян мар-тӑк, ыран пӗрех тӗл пулмалла. Халех курнӑҫни, тен, аван та», — тӗв турӗ хӗр.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Виҫҫӗмӗш участокри иккӗмӗш хутра васкавлӑ ҫапса тунӑ леса-сӗтеле асӑрхарӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сире кирлӗ хутра Архипов ҫеҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ырӑсем сайра хутра кӑна куҫа курӑнаҫҫӗ вӗсем.

Help to translate

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Вӑрман ҫав ялсене сисмен хутра тӑшмансем пырса тапӑнасран хӳтӗлесе тӑнӑ.

Лес защищал от внезапных нападений врагов.

Хутӑш вӑрмансен зони мӗнле улшӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Училищӗн концерт залӗн акустики пирки паллӑ клавесинистка Ванда Ландовская самай мухтаса каланӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, кунашкал акустика Парижра та сайра хутра тупма пулать.

Акустику концертного зала училища удостоилась похвалы со стороны выступавшей в нём знаменитой клавесинистки Ванды Ландовской, заявившей, что подобную акустику с трудом можно обнаружить даже в Париже.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Крыльца умӗнче ҫакса хунӑ кашпосенче тата кил-ҫурт ӑшӗнче сайра хутра тӗл пулакан пеларгонисем ӳсеҫҫӗ.

Help to translate

«Пире ҫичӗ ачаллӑ пулма сунчӗҫ» // Рамзиля КАМЕРИСТОВА. https://ursassi.ru/articles/eme/2023-09- ... ch-3444570

— Эпӗ иртнӗ хутра килсен паллашнӑччӗ.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗлтӗр сайра хутра кӑна усӑ куратчӗҫ пулсан, кӑҫал самай такӑрлатнӑ иккен ӑна!

Help to translate

«Уй урлӑ выртакан ҫак ҫула тахҫанах хывмастчӗҫ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/302

Ҫеҫпӗлъел ҫыннисем ку хутра та хӑйсен тахҫанхи тусне хапӑл кӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Вӑл, сӑмаха ытлашши ваклама юратманскер, ку хутра кӑмӑллӑн ҫуталса-ҫиҫсе илет.

Help to translate

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed