Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн вӑл ӗнер унпа чухне чӗмсӗр те хусканусӑр пулчӗ, инкек мар, Ольга сывлани унӑн питҫӑмартине пӗҫертнӗ, куҫҫулӗ унӑн аллисем ҫине тумланӑ, Обломов ӑна йӑтса пынӑ пекех килне илсе ҫитернӗ, унӑн чӗри вӑрттӑн пӑшӑлтатнине итленӗ-и?..
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫынсем чирленин сӑлтавӗсен шутӗнче министр хусканусӑр пурнӑҫ йӗркине, тӗрӗс мар апатланӑва, табак туртнине палӑртрӗ.
Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan
Мо-осве, ҫамрӑк тискерчӗк, аллисене хыҫалалла тытнӑ та тӳп-тӳрӗ тӑрать; салху-ӑмӑр, хусканусӑр сӑнпа король ҫине тӳп-тӳррӗн тӗмсӗлнӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Юсӑн хусканусӑр аллинчи чӗлӗмӗ сӳннӗ ӗнтӗ.
Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.
Ҫак ӗҫ питӗ хӑвӑрт, никам та калаҫмасӑр, ытлашши хусканусӑр пулса иртет, анчах Факрегед пуҫне кӑштах сӗлтсе Давенанта систерчӗ: унӑн малашнехишӗн пӑшӑрханмалла мар.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Унӑн хусканусӑр пичӗ, Шамполион пур чухне шалти куллине питӗ тӗплӗ упранӑскер, халӗ куҫ кӗтесӗсенче уҫӑ кулӑпа йӗрленчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Тӗтӗм тухма чарӑнман пӑшалне Тарт ҫавӑнтах, ытлашши хусканусӑр, тепре авӑрларӗ.И тотчас Тарт зарядил разряженный, еще дымящийся ствол, быстро, не делая ни одного лишнего движения.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ашшӗн пичӗ тӗксӗм те хусканусӑр пулнӑ, сарлакан уҫӑлса кайнӑ куҫӗсем нимӗн ҫинчен те пӗлтермен: ыратни те, хӑрани те, савӑнни те палӑрман вӗсенче…
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пристань ҫине тӑрса юлнӑ ҫынсен ушкӑнӗ, пыра-киле талккӑшпех хутшӑнса, формӑсӑр, хусканусӑр, вилӗ те тӗксӗм лаптӑк пек кӑна куҫа курӑна пуҫланӑ.Толпа людей на пристани слилась в сплошное темное и мертвое пятно без лиц, без форм, без движения.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лось тӳрех хуравламарӗ, тинкерсе тӗсет: Аэлитӑн пичӗ хусканусӑр, ҫӑварӗ хуйхӑллӑн пӑчӑртаннӑ.Лось ответил не сразу, — всматривался: её лицо было неподвижно, рот печально сложен.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн хусканусӑр, лӑпкӑ сӑнӗ-пичӗ ҫӳҫенсе илчӗ, нихҫан тӑкӑнман куҫҫулӗ тумлам-тумламӑн минтер ҫине хуллен тумлать.Дрогнуло неподвижное, спокойное лицо, и непривычные слезы тихо закапали на подушку…
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Амӑшӗ, аманнӑ кайӑк евӗр, ачине хӑй кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, хӳхлесех йӗрет; ача куҫӗсем ҫав-ҫавах темле ним хусканусӑр, сивлеккӗн пӑхаҫҫӗ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн сӑнӗ ҫинче чул пек хусканусӑр лӑпкӑлӑх палӑрса тӑнӑ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, тутине чӑмӑртаса хупнӑ, куҫӗсем сивлек, пичӗ пӗр хусканусӑр…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
- 1