Шырав
Шырав ĕçĕ:
хускал the word is in our database.
Тӗрӗсне каламасан, ҫул ҫинчех тӑсӑлса выртатӑн, — ҫунтарать хайхине Кюльме. — У-у, вӑрман хӑвачӗ ҫӗклен. Хускал, вӑрман. Пӗтӗм хаярлӑх кунта килӗр. Пурте, пурте, пурте…
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
1. Эй эшкерсенӗн хӗрӗ, ӗнтӗ хускал, ӗнтӗ вӑрҫа ҫӗклен: пире йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ, Израиль тӳрине питӗнчен алӑ туйипе ҫапа-ҫапа хӗнӗҫ.1. Теперь ополчись, дщерь полчищ; обложили нас осадою, тростью будут бить по ланите судью Израилева.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр; 24. пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Гад пророк Давида каланӑ: ку хӳтлӗхре ан юл, хускал, Иуда ҫӗрне кай, тенӗ.5. Но пророк Гад сказал Давиду: не оставайся в этом убежище, но ступай, иди в землю Иудину.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.