Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ; 26. ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ; 27. вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, 25. тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн кайӗҫ; Вӑл, арӑслан пек, сасӑ парӗ те, Хӑйӗн сассине парӗ те Вӑл, Ун патне Израиль ывӑлӗсем анӑҫран шартах сиксе хускалӗҫ, 11. Египетран кайӑксем пек, Ассири ҫӗрӗнчен кӑвакарчӑнсем пек тапранса тухӗҫ, вӗсене Эпӗ хӑйсен ҫурчӗсенех вырӑнаҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тусем вырӑнӗнчен куҫӗҫ, сӑртсем чӗтресе хускалӗҫ — Манӑн ырӑлӑхӑм вара санран уйӑрӑлмӗ, санпа хывнӑ халалӑм улӑшӑнмӗ, тет сана савакан Ҫӳлхуҫа.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн сӑну умӗнче тусемпе юханшывсем хӑйсен тӗпӗнчен хускалӗҫ, чулсем карас ӑвӑсӗ евӗр ирӗлӗҫ, анчах Эсӗ Хӑвӑнтан хӑракансене ырӑлӑх паратӑн, хӗрхенетӗн.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1