Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурланать (тĕпĕ: хурлан) more information about the word form can be found here.
Юлашкинчен, Тиллин элчел ҫинчен хунӑ юррине вуласан, кӑштах чун хурланать: ҫын ҫуралать, ҫуралсан — пурӑнать, пурӑнать те, ӗҫлет, ӗҫлет те, вӑхӑчӗ ҫитсен — куҫӗ хупӑнать, тетӗн.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫынпа савӑнать, ҫынпа пӗрле хурланать.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапах та, крючниксен йышне хӑйӗн пысӑк ҫемйи пек шутласа, кашнишӗн чун-чӗререн хурланать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрман кӑнтӑрла та, каҫ та, хӗлле те, ҫулла та, ҫилпе те, ҫилсӗр те кашлать: савӑнать, хурланать, ахӑрма, ихӗрме те пӗлет, макӑрать те, куҫҫуль те тӑкать.

Help to translate

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тем ҫитмесен — хурланать.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хурӑн та хурланать.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пирӗн чаҫӗн личнӑй составӗ полкӑн юратнӑ ҫынни, хӑйӗн пурнӑҫне пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн панӑ паттӑр та тӳрӗ чунлӑ хӗр вилни пирки хурланать.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уншӑн яланах хурланать.

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫакӑнта канлӗх тупнӑ хӗр, халӑхпа юнашар тӑрса, хаяр тытӑҫура сыхласа хӑварнӑ хальхи ирӗх ҫӗр ҫинче паян вӑл хӑй утса ҫӳрейменшӗн, ҫак юнпа тӳлесе илнӗ ҫутӑ хӗвел ӑшшипе киленейменшӗн хурланать пулӗ хурӑн…

Help to translate

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Кӑнтӑр хӗрӗсем ман пек кӑна мар, питӗ чипер пулӗ, эсӗ унта, вӗсене курса, мана маиса та кайӑн», — хурланать вӑл ҫырӑвӗнче.

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Аса илет те хурланать.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫавӑншӑн чун хурланать.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Аркашшӑнах мар, урӑххишӗн чун хурланать ман, — шывланнӑ куҫне ал тупанӗпе шӑлса типӗтрӗ Глафира.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӗкеҫ пӗрре шуралать, Шухӑшласа хурланать, Ашшӗ ҫине пӑхкалать, Пӑхӑннӑ пек туйӑнать.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халӗ Тӗмерте пурӑнакан Раиса Крылова (Воробьева) куккӑшӗпе кукашшӗн сӑн ӳкерчӗкӗсем упранса юлманнишӗн паянхи кун та хурланать.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Вӗсем алӑпа лартса ҫитӗнтернӗ вӑрман лаптӑкӗсенче, хӑйсем валли утӑ хатӗрленине аса илсен, чун хурланать.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Чун питӗ хурланать, — терӗ аппа.

Help to translate

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунтан иртмессерен, манӑн чун хурланать.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн, атте ҫинчен шухӑшласан, чун питӗ хурланать

Help to translate

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл енчен Янтул хӑй ҫынсенчен катӑккине туять, хурланать уншӑн.

Правда, из-за этого Яндул чувствует себя не совсем уютно, даже переживает.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed