Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурарах (тĕпĕ: хура) more information about the word form can be found here.
Тин кӑна сухаланӑ ана ҫинче ҫӗртен те хурарах кураксем васкамасӑр, чинлӑн утса ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗм-хура, тикӗтрен те хурарах куҫӗсем пӗр самантлӑха та канлӗн пӑхмаҫҫӗ, вӗсем яланах такама чӗнеҫҫӗ, такама хӑвалаҫҫӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пичӗ те, ҫара хулӗсем те, ҫара урисем те хурарах хӗрлӗ сӑнлӑ, сывӑ, тӗреклӗ, — ун пеккисене кӑнтӑрта, Одесса таврашӗнче, куркаланӑ.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Калаҫкаланӑ май Владимир Петрович хӑйӗн япалисене майлаштаркаласа хучӗ, тӗкӗр умне пырса, хурарах тӗслӗ ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Арҫынни сӑрӑрах плащпа, шлепкепе, сылтӑм аллинче темӗнле хурарах тӗслӗ курӑнакан йывӑҫран тӗрлесе тунӑ туя тытнӑ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун ҫумӗнче темле хурарах хӗрарӑм курӑнать тата.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сан уру вӗҫӗнче хурарах арҫын выртать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ штаб начальникӗн ординарецӗччӗ, — тет хурарах сӑнлӑ пушкӑрт каччи.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан, пуҫӗ ҫинчи кӗрӗкне сирсе пӑрахса, тарланӑ ҫамкине кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илчӗ те: — Сирӗн киле вӑрӑ инҫетрен пыман. Вӑл — хӑвӑр кӳршӗренех, вӑрӑмрах, хурарах ҫын, — тесе хучӗ.

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Монгол сӑнлӑ хурарах ҫӳҫлӗ каччӑ хӑйне Укахви тӗсесе пӑхнине чӑтаймасть.

Help to translate

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Алӑкӑн сылтӑм енне хурарах симӗс чаршав хупласа тӑрать.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна вара вӑл куҫӗсене уҫса тул ҫутӑлас умӗнхи хурарах кӑвак пӗлӗте, самолет вӗҫсе хӑпармалли ем-ешӗл, сывлӑмпа йӗпеннӗ курӑкпа витӗннӗ, малалла тӑсӑлса каякан ансӑртарах ҫула курнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Кунта сан тӑпри тӑмлӑрах, юнашар ав — хурарах, ҫерем…

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫав кун манӑн куҫӑм умӗнче яланах Матюк инке — вӑтам пӳллӗ, ҫирӗп кӗлеткеллӗ, хурарах сӑнлӑ чӑваш хӗрарӑмӗ — тӑчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Анчах та тӗтӗм, малтан хурарах ҫӑраскер, шупкалсах пычӗ, кайран вуҫех тухма пӑрахрӗ.

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Моломанӑн хурарах сӑнлӑ, кӑмӑллӑ пит-куҫӗ пушшех те тӗксӗмленчӗ.

Доброе смуглое лицо Моломаиа потемнело еще больше.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗвӗпе вӑл амӑшӗ пекех пысӑк, анчах питӗ ҫинҫешкеччӗ, хурарах сӑнлӑскер, питрен те типшӗмрех курӑнатчӗ, ҫавӑнпа вӑл Анушка пек пӗтӗм ялӗпе палӑрса тӑракан хитре хӗр пулассӑн туйӑнмастчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑнран хурарах пулнӑран-и е тутарла пӗр такӑнмасӑр калаҫнӑран, Атӑл тӑрӑхӗнчен килнӗ ҫынсем Алексейпе Даниил Адашева тутар тесе шутлаҫҫӗ, курнӑ-курман вӗсемпе тутарла калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хурарах хӑй, куҫӗсем пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек…

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed