Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрремӗш курсра чухне ҫапла ҫырса хупӑччӗ:
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Регина пырса ҫитнӗ вӑхӑтра ҫӑвӑнмалли пӳлӗмӗн алӑкӗ хупӑччӗ ӗнтӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Енчен те эпир тухнӑ кварталсенче лавккасем хупӑччӗ пулсан, кунта вара пурте ӗҫлеҫҫӗ.Если в кварталах, где мы начали, магазины были закрыты, то здесь все работают.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Ещӗкӗ пур енчен те хупӑччӗ; мана тухса кӗме пӗчӗк алӑк тата сывлӑш кӗме ещӗк стенкисене шӑтарса темиҫе шӑтӑк тунӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Утламӑш укӑлчи хапхи хупӑччӗ, йӑрӑ Ваҫилей темле сиксе анма ӗлкӗрнӗ, хапхана уҫса та ячӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Музей чӳречисем хупӑччӗ, вӗсене халь ярах уҫса янӑ, чӳрече сӑлӑпӗсем мӑкӑлтана-мӑкӑлтана тухнӑ.И музей, на окнах которого все ставни были распахнуты и железные засовы висели словно вывихнутые.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Комсомол ячейкин пӳлӗмӗ хупӑччӗ, бюроран вара пӗр Нина Женеман ҫеҫ килте.Комната комсомольской ячейки была закрыта, а из бюро была дома только Нинка Шенеман.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Буфет та хупӑччӗ ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
1. Ҫав ар мана каялла, Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енне тухакан тулаш хапхи патне, илсе килчӗ, хапхи хупӑччӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Виҫӗ хутра та — алӑк пӑрӑсӗсем, решеткеллӗ чӳречесем, йӗри-тавра айккинчи пӳлӗмсем, пур ҫӗрте те урайӗнчен пуҫласа чӳрече патне ҫитиччен йывӑҫпа витнӗ; чӳречисем хупӑччӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1