Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каччӑ хӗре ҫумӑртан хупӑрлас тесе хӑй кӗлеткипе хупӑрларӗ.
Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Халӗ вӗсем, пире хупӑрлас тесе, сапаланса пӗтнӗ, эппин, пӗр тӗлте нумаййӑнах мар…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗттӗм урӑх хупӑрлас ҫук пек туйӑнатчӗ, анчах вӑл вара нимӗҫсемпе хире-хирӗҫ пулма тӗл килсен татах та ҫӑралчӗ, уйрӑмӑнах ӗнерхи каҫ хыҫҫӑн.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Манто пичче хунар хӑюне тӳрлетрӗ те, хӑйӗн пысӑк хыткан кӗлеткипе пӗчӗк калавҫа хупӑрлас мар тесе, ҫӗре хӑма хурса ларчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
9. Эпир хамӑра инкек килсе ҫапас пулсан, пусмӑр хупӑрлас пулсан ҫак вырӑна килсе кӗлтусассӑн, Эсӗ Израиль килне юратнӑран пирӗн кӗлле илтме сӑмах панӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче янкӑр ҫутӑпа ҫуталса тӑнӑ, пӗр чӑрмавсӑр хӑйӗн ӗҫне тунӑ; 20. ҫав йывӑр каҫ — хӑйсене хупӑрлас сӗмлӗхӗн сӑнарӗ — пӗр вӗсене ҫеҫ хупӑрласа тӑнӑ; анчах вӗсем хӑйсене хӑйсем сӗмлӗхрен те ытларах асаплантарнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара вӑл Навуходоносор патша ҫитес тӗле хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, суйласа илнӗ ҫуран ҫарпа хупӑрлас тесе пӗтӗм ҫарӗпе ҫапӑҫӑва тапранса тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1