Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кантур хупӑнать вара.
Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Акӑ ӗнтӗ король, шлепкине аллинче тытса, куҫҫульне шӑла-шӑла утать, кашнинех тав тӑвать, вӗсем инҫетри тинӗссенчи хурахсене ҫапла ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн мухтать: чи хитре хӗрсем, вырӑнӗсенчен тӑра-тӑра, ӑна чуптуса илме ирӗк ыйтаҫҫӗ, — ытахальтен, асӑнмалӑх тесе, — вӑл вара пӗртте хирӗҫ мар, хӑш-пӗрисене пилӗк-улт хут та ыталаса чуптӑвать; пурте ӑна хӑйсен хулисене тата тепӗр эрнелӗх хӑнана пыма чӗнеҫҫӗ, хӑйсем патӗнче пурӑнма сӗнеҫҫӗ, ку вӗсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ пулӗччӗ теҫҫӗ, анчах вӑл: «Паян кӗлӗ пухӑвӗ хупӑнать, эсир ыйтнине ниепле те тивӗҫтерейместӗп», — тесе тавӑрать, унсӑр пуҫне тата вӑл, Инди океанне хӑвӑртрах ҫитсе, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма васкать имӗш.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Атя, Валя, лавка хупӑнать, — терӗ вӑл юриех пурте илтмелле хыттӑн, решетке ҫинчен аннӑ май.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мастерсем мана часах ҫавӑн пек пӳрт туса пачӗҫ; унӑн чӳречисене кантӑкран мар, фанерӑранах тунӑччӗ: фанерӑна пӗр еннелле тӗртетӗн — уҫӑлать, тепӗр еннелле тӗртетӗн — хупӑнать.
Кустӑрмасем ҫинчи пӳрт // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 69–71 с.
Ҫак алӑк хайӗн тутӑхнӑ тӑпсисемпе чӗриклетсе хупӑнать: ҫав сасӑ вара ӑна тӗнчерен уйӑрса тӑнӑн туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Алӑк шалтлатса хупӑнать, унтан…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтармалли халь ӗҫлекен 11 объект тапхӑрӑн-тапхӑрӑн хупӑнать тата вӗсен вырӑнӗсем йӗркене кӗрсе ҫитеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Хӑш чухне буфер чанклатса илет е тормозсем ҫиллес шӑйӑрса шавлаҫҫӗ, сире ыйхӑ пусать, тутлӑн тӗлӗрсе куҫ хупӑнать…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Командир приказӗ тӑрӑх, Манто продуктсем уйӑрнӑ: «ҫын пуҫне ҫурӑм ҫине ҫирӗмшер кило, отряд ҫиеле куҫнӑ вӑхӑтра камбуз учета хупӑнать» — тенӗ вӑл.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Балкан урлӑ ҫул пӳлӗнсен ман ҫурт та хупӑнать.Когда закрыт путь через Балканы, мой постоялый двор тоже закрывается…
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сатана, ӑна курсан, ҫылӑхлисем хыҫҫӑн, кӑрттӑш пулӑ пек, шӑтӑка чӑмать, тем кӗреслетни илтӗнсе каять, хутран тунӑ чулсем пӗр-пӗрин ҫине тӳнеҫҫӗ, шуйттансем вара, ӗҫ пӗтнипе савӑнса, канма чупаҫҫӗ, — чаршав хупӑнать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗрре пӗр чӳречинчен, тепре тепӗр чӳречинчен ҫын пӑхса илет; карчӑк хыҫӗнчи алӑк та кӑшт уҫӑлать те хупӑнать; алӑк хушӑкне тӗрлӗрен ҫынсем пуҫ кӑларса пӑха-пӑха илеҫҫӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алӑкӗ вӗҫӗмсӗрех уҫӑлать те хупӑнать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирӗксӗрех чӗре хытса ларать, чун хупӑнать…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Инҫетре-инҫетре ешерет-им кӑлканлӑх — Чӗмсӗркке канлӗхре куҫ хӑех хупӑнать.Далеко-далеко зеленеет ли ковыль - В безмолвном спокойствии глаза сами закрываются.
«Шӗмпӗлтик, шӗм-пӗл-тик...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 104 с.
19. Анчах та эпир пӗлетпӗр: саккун мӗн те пулин калать пулсан, вӑл ӑна саккуна пӑхӑнса тӑракансене калать; ҫапла вара пур ҫӑвар та хупӑнать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулать, 20. мӗншӗн тесессӗн саккун хушнине туса Турӑ умӗнче пӗр ҫын та тӳрре тухаймӗ: саккун вӑл ҫылӑха анчах палӑртать.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксем икӗ хупӑлчаллӑ, 24. икӗ хупӑлчи те енчен енне шутарнипе уҫӑлса хупӑнать, пӗр алӑкӗн икӗ хупӑлча, тепӗр алӑкӗн те икӗ хупӑлча; 25. вӗсем ҫине, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсем ҫине, стенасем ҫине ӳкернӗ евӗрлӗ херувимсемпе пальма йывӑҫӗсене каса-каса ӳкернӗ; пӑлтӑр умӗнче, тулашӗнче, йывӑҫран тунӑ пусаха пур.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать; 16. ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.