Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ача курать: ашшӗ те, амӑшӗ те, вата инкӗшӗ те, ҫывӑх ҫынсем — пурте хӑйсен пӳлӗмӗсене кайса пӗтнӗ; камӑн пӳлӗмӗ ҫук, вӑл утӑ сарайне утать, тепри сад пахчине, виҫҫӗмӗш ҫенӗкре сулхӑн шырать, хӑшпӗри вара, шӑнасем ларасран питне тутӑрпа хуплать те, хӑйне пӑчӑпа тутлӑ апат йывӑрӑшӗ ӑҫта пусса илнӗ, ҫавӑнтах йӑванса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апат ҫинӗ хыҫҫӑнах ашшӗ лампа симӗс абажурпа хуплать те, ҫӗрлечченех ачасен тетрачӗсене тӳрлетет.Сразу после обеда отец молча накрывал лампу зеленым абажуром и до поздней ночи исправлял тетрадки.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Машина ҫутӑ хӑлчӑка пӗлӗт пек вӗрсе кӑларать Хӑлчӑк, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе саланса, йӗри-таврана, пахчари ҫумкурӑксем ҫине, типе пуҫланӑ помидор аврисем ҫине тата кайӑксене хӑратма туса лартнӑ, дворянсен хӗрлӗ кӑшӑллӑ ҫӗтӗк картузне тӑхӑнтарнӑ мӗлке ҫине — чӗнтӗр пек анса ларса хуплать.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пире юрпа хуплать, тӑшманран сыхлать.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Акӑ, тӗслӗхрен, «Буря мглою...»: Пӗлӗте хуплать ҫил-тӑвӑл, Юр тӗркийӗ ҫаврӑнать.Вот к примеру, "Буря мглою...": Буря мглою небо кроет, Вихри снежные кружа.
Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Тивсе илсен тӗтӗм-сӗрӗм тавралӑха хуплать, вӑл куҫ умӗнчех ӳссе пырать.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
23. Ҫав пӗлӗт тӳпи айӗнчи чӗрчунсем хӑйсен ҫунаттисене пӗр-пӗрин патне тӳррӗн сарнӑ, тата кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе хӑйне хуплать, кашнийӗ хӑйӗн икӗ ҫуначӗпе тӑлпӑвне витсе тӑрать.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сион ҫинче ҫылӑхлисем сехӗрленсе ӳкрӗҫ; йӗркесӗр ҫынсем чӗтреве ерчӗҫ: «пӗтӗмпех тӗп тӑвакан вут-кӑвар вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ? ӗмӗр сӳнми ҫулӑм вӑхӑтӗнче пирӗнтен хӑшӗ пурӑнма пултарӗ?» 15. Кам айӑпсӑр ҫӳрет, тӳррине калать, кам ыттисене хӗссе мул пухасран йӗрӗнет, аллине сӗрев илессинчен тытса чарать, юн юхтарасси ҫинчен илтес марччӗ тесе хӑлхине хуплать, усал ӗҫе курас марччӗ тесе куҫне хуплать — 16. ҫавӑ ҫӳлте пурӑнӗ; ҫӗнтерейми чул ту унӑн хӳтлӗхӗ пулӗ; ӑна ҫӑкӑр парӗҫ; шывӗ те иксӗлмӗ унӑн.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Тӳрӗ ҫынсем ҫавна кураҫҫӗ те — савӑнаҫҫӗ, пур усаллӑх та ҫӑварне хуплать.42. Праведники видят сие и радуются, а всякое нечестие заграждает уста свои.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Аскӑн ҫыннӑн куҫӗ те каҫ пуласса кӗтсе тӑрать: «мана никам та курас ҫук» тесе питне хуплать.15. И око прелюбодея ждет сумерков, говоря: ничей глаз не увидит меня, - и закрывает лице.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Патшасенчен чап ҫыххине салтса илет, вӗсенӗн пилӗкне пиҫиххи ҫыхса ярать; 19. священникӗсене ҫаруран ҫӳретет, паттӑрсене ураран ӳкерет; 20. вирлӗ чӗлхеллисенӗн чӗлхине ҫӗтерет, ватӑсене тӗлсӗр калаҫтарать; 21. чаплисене намӑспа хуплать, хӑватлисене вӑйран сулӑнтарать; 22. Вӑл шалтине, сӗмлӗхрине курса тӑрать, вилӗм ӗмӗлкине ҫутӑ ҫӗре кӑларать; 23. халӑхсене ӗрчетет те, вӗсене пӗтерет те; халӑхсене салатать те, вӗсене пуҫтарать те; 24. ҫӗр ҫинчи халӑх пуҫлӑхӗсене ӑссӑра кӑларать, вӗсене пушхирте ҫулсӑр-йӗрсӗр аташса ҫӳреме хӑварать: 25. вӗсем тӗттӗмре ҫутӑсӑр, алӑ сӗмӗпе ҫӳреҫҫӗ, ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна каяҫҫӗ.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.