Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хунӑччӗ (тĕпĕ: ху) more information about the word form can be found here.
— Оксана ун чухне пӗтӗмпе те тӑватӑ сӑмах кӑна ҫырса хунӑччӗ: «Кӑвакала кашни кунах шыв ӗҫтер».

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Ҫакӑнтах хунӑччӗ, ниепле те тупаймастӑп.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хатӗрлесех хунӑччӗ… —

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь каласан никам та ӗненес ҫук: вӗсем, Ту енчи чӑваш мӑрсипе анат ҫармӑс мӑрси, темиҫе ҫул каялла тӑванлашма шутласа хунӑччӗ мар-и.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эс ачи начар мар та-ха, чухӑнни пӗтерет-ҫке сана тесе систерсе хунӑччӗ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайпа Ятламас тахҫанах, вӑрман сӳнтерме кайичченех-ха, систерсе хунӑччӗ турхана вӗсем пирки.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ывӑлне, Пикпулата, ҫухатнӑ хыҫҫӑн Сарри хӑйне алла ҫӑкӑр тытсах сӑмах парса хунӑччӗ: Атапайпа Илтимӗре Хусана пӗрре те ямастӑп, хампа пӗрле те илсе каймастӑп.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн ятне халӑх хушшинче хӑварас тесе пуль, Мамич-Бердей ывӑлне те Мамич ятлӑ хунӑччӗ.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Юри хатӗрлесе хунӑччӗ.

Help to translate

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь валли ҫӗнӗ хулара собор протопопӗн ҫуртӗнче пӳлӗмсем хатӗрлесе хунӑччӗ, вӑл эпир походри ҫынсем тесе унта каймарӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Виҫӗ кун каяллах систерсе хунӑччӗ, Новоград Свияжскине хӗҫ-пӑшалпа тумтир илме каятӑп тенӗччӗ.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тилхепине алӑран вӗҫертмен ачана сӗтӗрекен лаша хапхан тӑрринчи урлавӗ ҫине ҫапӑнтарчӗ, ӑна шертӗрен анчах хунӑччӗ, вӑл тухса сирпӗнчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӳртне тунӑ чухне чӑрӑш хӑма ҫитментен хунӑччӗ ӑна.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Вучахха вут чӗртсе ҫӗр улми ҫакса ятӑм та кӑшт ҫеҫ кравать ҫине пуҫа хунӑччӗ — ҫывӑрса кайнӑ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тахҫанах пӗрре эрех ӗҫме палӑртса хунӑччӗ Янтул.

Как-то Яндул надумал напиться.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эп ӑна хаҫатпа чӗркесе ҫав урайӗнчи пӗчӗк арчана хунӑччӗ, — терӗ амӑшӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сафа-Гирей сакӑр кун ҫапӑҫса Хусана ҫӗнӗрен пырса кӗни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн вӗсем Атӑл тӑрӑх пысӑк ҫар илсе анма шутласа хунӑччӗ.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арскра питӗрӗнсе ларнӑ чухне вӑл Булат Ширина Хусана таврӑннӑ-таврӑнман тытса хупма шутласа хунӑччӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат каҫ пулас умӗн амӑшне шӳт туса асӑрхаттарсах хунӑччӗ: эпир паян упа тытрӑмӑр, манӑн Ахтупайсем патне упа какайӗ ҫиме каймалла тенӗччӗ.

Help to translate

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Таҫта кивӗ хут ҫине ун пирки пӗр-ик пуплевпе чӗркелесе хунӑччӗ кӑна).

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed