Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хума the word is in our database.
хума (тĕпĕ: хум) more information about the word form can be found here.
Сӗтел хуҫи кӑшт айккинелле пӑхать кӑна — ҫирӗп йӗркене пӑхӑнманнисем ҫиччас кӗсьене ытлашши ҫӑкӑр чӗлли вӑрттӑн чиксе хума хӑтланаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Фонд шӑпах ҫак принципа тӗпе хума тӑрӑшать.

Help to translate

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Хӗре ҫине тӑрса тӑн илтерме тӑрӑшсан та Лариса хӑйӗн ҫынна тӳрех путарса /ун ӑнлавӗпе/ хума пултаракан «лайӑх» сӑмахсене ҫӑвартан кӑларса пӑрахасшӑн мар.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Апла-капла кӑшт темӗскер сиксе тухсан, ӑна та ҫапла сӳтсе-явса хур туса тӑм шӑтӑкне таптаса хума пултараҫҫӗ вӗт.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пиччӗшӗ, шӑллӗ ӗҫлеме юратсах каймасть пулсан та, ӑна вӑл юратать, асли пулса наянлӑх ҫынна пурнӑҫра ура хума пултарасса ӗнентерме тӑрӑшать.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Машина ҫӗкленчӗ, пӑр ҫурӑкне лекнӗ урапа айне хӑма та хума май пулчӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫырса хума вӑхӑт сахалтарах, хут та ҫук, асра тытатӑп.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑйне канӑҫ паман ыйтупа общежити коменданчӗпе Марина Осиповнӑпа калаҫрӗ: ҫамрӑксем аслисене хисеплеме, вӗсем асӑрхаттарнине шута-вырӑна хума пӗлменнине палӑртрӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунтах — участок начальникӗ Сидор Иванович тата лӗнчӗр-ленчӗр леса-сӗтеле юлашки пӑта ҫапнӑ, аллинчи мӑлатукне ӗҫ хатӗрӗн ещӗкне хума ӗлкӗреймен платник.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сицили Диодорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑчавӑрсем Мероэре патшара ларакан Эргамен ятлӑ пуҫлӑха хӑй ҫине алӑ хума хушнӑ, анчах вӑл йӑла-йӗркене пӑхӑнман, ун вырӑнне мӑчавӑрсене вӗлернӗ.

По сообщению Диодора Сицилийского, жрецы приказали мероитскому правителю по имени Эргамен совершить самоубийство, однако, он пренебрег традицией и, вместо этого, казнил жрецов.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ура хума хӑтланакансем те тупӑнчӗҫ.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ку укҫана перекет кассине хума килтен илсе килтӗм.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Вӗсем пеккисем ҫын пуҫӗ ҫине урине хума та хатӗр, — вӗшкӗртрӗ виҫҫӗмӗшӗ.

Help to translate

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Вӑл унпа пӳрте кӗрекен ҫынна хупласа хума хатӗрленсе тӑрать.

Help to translate

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

— Ҫапла ҫав, хӑшпӗр ҫынна пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен мухтавпа чӗркесе хума хатӗр эпир.

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Микул хӑйӗн тачка арӑмӗпе, Елиссапа пилӗк ывӑл ӳстерсе ҫитӗнтерчӗ, ҫемье хушӑнса пынишӗн савӑнӑҫне ниҫта хума пӗлместчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витсе хума вӑйӗ ҫитмерӗ ӗнтӗ унӑн, пуҫӗ шанса кайрӗ, ҫурӑмӗ авӑнчӗ, ӑна хулӗнчен кинӗсем пырса тытрӗҫ.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кала-ха мана, чиперкке, мӗнле тӗллевпе хӑвӑн тантӑшусене ача ҫуратассине хирӗҫ агитациленӗ эсӗ? — тинех каласа хума пултарчӗ пуҫлӑх.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Минтере сӗтел ҫине хума юрамасть иккен, пӳкле вилӗм пулма пултарать.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫемьере пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗрсем ҫеҫ ҫуралаҫҫӗ пулсан шутласа кӑларма пултаракан ял ҫыннисем пӗрлешекенсен вырӑнӗ айне пуртӑ пытарса хума сӗнеҫҫӗ, ҫамрӑксен ывӑл «чутласа» кӑларма май пултӑр тесе.

Help to translate

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed