Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑшпӗр япалисем «палатка» патӗнчеччӗ — унта спирт лампочки, кашӑк, йывӑҫран тунӑ ещӗк, ещӗкӗнче тӗрлӗ арӑш-пирӗш, сӑмах май каласан, парусина ҫӗлемелли хӑйсем ал-вӗҫҫӗн ҫеҫ тукаланӑ темиҫе хулӑн йӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл кӑвак куҫлӑхне хыврӗ, вара унӑн хулӑн сӑмсин икӗ аяккинче мерчен тӗслӗ икӗ путӑк палӑрчӗҫ.Он снял синее пенсне, отчего на его мясистом носу обнаружились две коралловые вдавлины.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Гогоель бульварӗнче хӑйсен хулӑн туйисем ҫине таяннӑ стариксем мирлӗ сӑн-сӑпатӑнах лараҫҫӗ, вӑрҫӑ тахҫан-тӑхҫан пулса иртнӗ тейӗн ҫав.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем Станиславри педтехникумра вӗреннӗ студентсем иккен — иккӗшӗ те ҫӳлӗ, хура куҫхаршийӗсем анарах тӑраҫҫӗ, сассисем хулӑн, тултан пӑхсан мӑнкӑмӑллӑ хӗрсем пек туйӑнатчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана пӗтӗмпех бинтпа ҫыхса пӗтернӗччӗ — пуҫа та, кӑкӑра та, урана та — эпӗ вара хулӑн кана шурӑ пукане пек пӗр хускалмасӑр выртрӑм.Я был весь забинтован — голова, грудь, нога — и лежал неподвижно, как толстая белая кукла.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урамсенче, ялти ҫуртсем ҫинчи пек, хулӑн сийлӗ юрпа витӗннӗ пӑрланнӑ трамвайсем чарӑнса тӑни те курӑнмарӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Акӑ вӑл час чӗрӗлет те, — ҫиленнӗ пек хулӑн саслӑн каларӗ Варя.— Вот так, сейчас будет здоров, — низким, сердитым голосом сказала Варя.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хӑй хулӑн та, мӑйӑхлӑ, — шӑпах кӗҫҫепит нимӗҫ ӗнтӗ!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хулӑн туя ҫине таянса, ухсахласа, вӑл чи малтан пирӗн пата пычӗ, хумханса кайса, сӑмах чӗнеймесӗр ман алла ярса тытрӗ, нумайччен силлерӗ, унтан ман пирки темӗн чул лайӑх сӑмах каласа пӗтерчӗ, ӑна пула анне те чӑтса тӑраймарӗ — йӗрсе ячӗ, эпӗ именнипе, хама хам вырӑн тупаймарӑм.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр пысӑк хулана ун ятне панӑранпа ҫулталӑк та иртрӗ ӗнтӗ, ҫӗршер чаплӑ урамсем, театрсем, парксемпе садсем пур, пире Саньӑпа унӑн «о» тесе яракан хулӑн сассине урӑх илтме ҫукки темӗнле пек туйӑнать…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мӑйӑхлӑ хулӑн проводник пӗрмай пирӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхкалать — ман ҫине-и? — тарӑнӑн сывласа илет те, унӑн та хӗрӗ илемлӗ, тет…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Канал ҫинче пӗр пароход хулӑн кӑна сасӑпа авӑтса ячӗ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пытармашкӑн килнӗ Сковородников старик ун хыҫӗнче тӑрать, унӑн хулӑн та вӑрӑм кӑвак мӑйӑхӗ ҫине мӗнле кӑна чарас тесен те куҫҫуль шӑпӑртатса анать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗлӗнмелле те вӗт, анчах вӑл халь маншӑн палӑрсах кайми ват ҫын пек туйӑнать, аллисем кӗске унӑн, пӳрнисем хулӑн, вӗсене вӑл ҫӗткеленсе вылянтарать, е ҫухави айне хурать, е жилетки кӗсйисене пытарам пек тӑвать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Малтанласа эпӗ именсеттӗм, хам шурса кайнине те туйса тӑраттӑм, анчах вӑл хулӑн сасӑпа япшарӑн: «Мӗнпе пулӑшма пултарӑп?» тесе ыйтсанах, мана вӑй кӗрсе ҫитрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Умӑмра тӑватӑ кӑвак тетрадь — хулӑн вӗсем, кивӗ, революциччен тухнисем, хуплашки ҫинче «Фридрих Кан»-фирми тесе пичетленӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Сирӗн» тесех каларӗ вӑл, сасси хулӑн, сӑмаха тӑсса калаҫать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах тӑван ҫинчен асӑнасса эпӗ никама та памастӑп, — терӗ вӑл харӑлтатса, унӑн хулӑн туталлӑ йӑпӑшка пичӗ салхуланчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пур ҫӗрте те таса мар хулӑн материалсемччӗ, чӳрече карӑмӗсем вырӑнне те, диванӑн ҫӗтӗк питне те, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпине те ҫав кивӗ материпех витнӗччӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пуҫӗнче кӑвак ҫӳҫ пайӑрки хутланса тӑрать, янахӗ айӗнче тахҫан хулӑн ӳт пулнӑ пӗркеленчӗк ҫакӑнса тӑрать.— на голове седой хохол, под подбородком висели длинные морщинистые складки кожи.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951