Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хистесе (тĕпĕ: хисте) more information about the word form can be found here.
Вӗсене хистесе тӳлеттермелли вӑхӑт иртнӗ, анчах шутран кӑларма та ирӗк ҫук иккен.

Help to translate

Парӑмсем чӑрмав кӳреҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/paramsem-charmav-kyrecce

Ҫук, хӗртен халь хистесе ыйтсан та ним те калаймӗ вӑл.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑвна ху хистесе, ҫине тӑрса кунсерен тӑпӑлтармалла баобаб хунавӗсене; вӗсем хунав тапхӑрӗнче роза тунине шутсӑр ҫывӑх, ҫавӑнпа та вӗсене уйӑрса илсе пӗр шелсӗр кӑклас пулать.

Непременно надо каждый день выпалывать баобабы, как только их уже можно отличить от розовых кустов: молодые ростки у них почти одинаковые.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫакӑ мана малашнехи ӗҫре тата яваплӑ пулма хистесе тӑнине те ӑнланатӑп.

Help to translate

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Лашана шуххӑнрах юртма хистесе тилхепене кӑрт-карт турткаланӑ май хӑвна кӑмӑла каякан хастар чӗреллӗ канӑҫсӑр ҫынсем ҫинчен шухӑшлатӑн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пур ҫӗре те Урхан чапӗ сарӑлнӑ, Пур ҫӗрте те Урхана асӑннӑ: Сӑр хӗрӗнчи Етӗрне хулинчен Атӑл ҫинчи Шупашкара ҫитиччен Янрать Урхан ячӗ ҫӗкленсе, Курайман тӑшмансен кӑмӑлне хистесе.

Help to translate

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Амӑшӗсем те ним калама аптраса тӑчӗҫ: Кузьма Васильча хистесе илтерес — тем курса тӑма пулать; илтерес мар — ачисем тӳсме ҫук кӳренеҫҫӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тутӑрне пӗркенсе, тӗлпулу хистесе Кӗтейетчӗ мана сар пике!

Help to translate

Кӳршӗ ял ҫумӗнче // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 61 с.

Ҫапах вӑрҫса, хистесе каланӑ сӑмах хӑйӗн ӗҫне турӗ.

Help to translate

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылайччен хистесе тӑчӗ мӑрса Туринкене, Кӑрмӑша тухса кайиччен унран мӗн те пулин ҫӗнни пӗлсе юлма тӑрӑшрӗ, лешӗ хӑйӗн сӑмахӗнчен тухмарӗ, ырри-усаллине нимӗн те каламарӗ.

Help to translate

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Людмилӑпа амӑшӗ Украинӑна иртнӗ ҫулах каймаллаччӗ, анчах правлени хистесе ыйтнине пула Анна Ивановна тата тепӗр ҫуркунне ӗҫлерӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, Иван, лашине шӑхӑрса ҫӑмӑллӑн хистесе пыраканскер, тилхепине урапа пуҫӗнчен ҫыхса хучӗ те хӑй лав хыҫне тухрӗ.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл амӑшӗ валли сӑра, Ятман валли эрех тултарать те хистесе ӗҫтерме пуҫлать.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ хӑй хута пӗлмен хӗрарӑм пулнӑ, хӗрне пӗлӳ илме хистесе тӑнӑ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Икӗ кинӗ сире хистесе илсе килмерӗҫ пулӗ те?

Надеюсь, две невестки не привели вас сюда силой?

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Иккӗмӗшӗнчен, телеграмма пирки акӑ мӗн калам: хистесе ҫырман пулсан, эсир паян ҫакӑнта килсе ларас ҫукчӗ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ева тарӑхупа тилӗрӳ, тен, кӳрентерӳ кӗтнӗччӗ, анчах вӑл пач кӗтмен кулӑ унра хӑй маларах хистесе ыйтнӑ чухнехи сивӗ ҫилӗлӗхе тавӑрчӗ.

Ева ожидала возмущения, гнева, может быть, оскорбления, но этот неожиданный смех вернул ей холодную вспыльчивость, с какой она высказала свое требование.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Колхоз ӗҫӗнче хистесе ахаль ӗҫлеттерни мӗне тӑрать.

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Мирамбо малтанах Уиджиджирен килекен араб караванне ҫаратать, урӑхла каласан — караванран ӑна, Мирамбона, пилӗк пичке тар, пилӗк пӑшал тата пусма-пустав пилӗк тӗркем пама вӑйпах хистесе ҫитерет.

В первый раз Мирамбо ограбил арабский караван, шедший из Уиджиджи, то есть вынудил его уплатить пять бочонков пороху, пять ружей и пять тюков материи.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed