Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисепе (тĕпĕ: хисеп) more information about the word form can be found here.
Сирӗн ӗҫӗр тата профессири ӑсталӑхӑр пысӑк хака тата хисепе тивӗҫ.

Ваш труд и профессионализм заслуживают высочайшей оценки и признания.

Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio

Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче Элӗксем те пулчӗҫ.

Help to translate

Ял сӑн-сӑпачӗ хастарсем тӑрӑшнипе улшӑнать // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yal-san-sapache-x ... hanat.html

Кӑлкан чечекӗ пек шурӑ ҫӳҫлӗ, ҫӗнтерӳ хӑватне пуринчен аван туякан ватӑсем хисепе тивӗҫнине пытармарӗҫ.

Help to translate

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов республикӑра пурӑнакансене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене, ӗҫе юратса пурнӑҫлакансене ӑшшӑн тав тунӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Вӗсен пӗтӗмпе династире 30 ҫын шутланать, ӗҫ стажӗ 250 ҫула ҫитнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ тава тивӗҫлӗ пысӑк хисепе те илнӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Ачасем ӗҫченлӗхпе пултарулӑхшӑн хисепе тивӗҫрӗҫ – дипломсемпе медальсем илчӗҫ.

Help to translate

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

«Республикӑн тӗрленӗ картти» проекта пулӑшу пани пысӑк хисепе тивӗҫ.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Асӑнтар юртупа, пӑхтар ула тӗсӳпе, Патереке — хуҫуна кӑтарт курман хисепе».

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑрӑскалӑм пулсан — ҫакӑ парнепе Ҫӗклентерӗп ятӑма, кӗреп хисепе.

Help to translate

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑн пекех Олег Алексеевич ведомствӑра ӗҫлесе хисепе тивӗҫнӗ ветерансене тав тунӑ, ҫамрӑк ӗҫтешӗсене хӑйсен паха ӗҫ опытне вӗрентсе хӑварассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн мухтанӑ.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

Журналистикӑра, литературӑра тата радиора палӑрнӑ Надежда Силпи пултарулӑхне хисепе хурса ҫакнашкал сумлӑ ҫынсемпе ушкӑнсем йышлӑн пуҫтарӑнни — пысӑк чыс.

Help to translate

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Апла пулсан Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫи ҫавӑн пек чыса, хисепе тивӗҫ.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн аспирантки Ольга Николаевна Владимирова тата Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулӑн педагог-психологӗ Светлана Владимировна Ешмейкина ҫак хисепе хӑйсен пултарулӑхӗпе, пуҫарулӑхӗпе, ӑс-хакӑлӗпе палӑрса тивӗҫнӗ.

Help to translate

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

Палӑртма кӑмӑллӑ, хисепе тивӗҫнӗ яшсемпе хӗрсем хушшинче пирӗн тӑрӑхри ҫамрӑксем те пур.

Help to translate

Республика Пуҫлӑхӗн стипендиачӗсем // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11718 ... iach-sem-2

Андрей хӑй урӑх кунта ларма, ҫак чӑннипех те хисепе тивӗҫлӗ ҫынпа нимӗн пулман пек калаҫса тӑраяс ҫуккине туйрӗ, ҫавӑнпа та пӳлӗмрисемпе сывпуллашма васкарӗ.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Хӑюллӑ каччӑ пулас эсир, Ревлен Петрович, пӗрремӗш кунсенчех аслисем ҫинчен сиввӗн калаҫатӑр, — хӑй сисмесӗрех нумайлӑ хисепе куҫрӗ вӑл, — тен, эсир чӑкӑлтӑш, каялла чакаланма юратакан этем?

Help to translate

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кам ҫак хисепе тивӗҫ? — пӗрре халӑх ҫине, тепре председатель енне ҫаврӑнса ыйтрӗ ҫамрӑксен пуҫлӑхӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хисепе тивӗҫлисен йӗркине ниепле те тӑраймастӑн эсӗ, Варвари, ҫавӑнпа та тиркеҫҫӗ.

Help to translate

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн математика тата кӗҫӗн классен учителӗсем Н.В.Серебровӑпа Т.В.Капралова, Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Е.С.Данилова, Шурут, Хирти Явӑш шкулӗсенче математикӑпа пӗлӳ паракан И.В.Зотовӑпа Г.В.Комиссарова, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн истори учителӗ С.С.Наумов, «Лейсан» ача сачӗн учитель-дефектологӗ И.Т.Сахрова хисепе тивӗҫрӗҫ.

Help to translate

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Халь эсир ман сӑмаха хисепе хумасӑр мӗн те пулин ҫырма килӗшмесен, сире эпӗ ҫырма ӳркенекен писатель тесе шутлама пуҫлатӑп.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed