Шырав
Шырав ĕçĕ:
херувимсене (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫу йывӑҫҫинчен тунӑ алӑкӑн икӗ хупӑлчи ҫине те херувимсемпе пальма йывӑҫҫисем, ҫурӑлакан чечексем каса-каса ӳкернӗ те ылтӑнпа сӑрнӑ; херувимсене те, пальмӑсене те ылтӑнпа витнӗ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Херувимсене Соломон ылтӑнпа сӑрнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Херувимсене Соломон Ҫуртӑн шалти пайӗн варрине лартнӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1