Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тата кӑштах калаҫсан, пурте саланма тытӑнчӗҫ, эпир ҫитес кунсенче те Зухин патне пухӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр, мӗншӗн тесен унӑн хваттерӗ ыттисемшӗн пуриншӗн те ҫывӑх.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дубков хваттерӗ калама ҫук лайӑх е вӑл мана кӑна ҫавӑн пек туйӑнчӗ-ши.Квартира Дубкова была необыкновенно хороша или показалась мне такою.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Ангелина Семёновнӑпа «пӗр ҫемье пек пурӑнма» пачах шутламанччӗ, ҫавӑнпа та кукаҫин хваттерӗ пирки эпӗ халиччен тӗлӗкре те тӗлленменнине пӑхмасӑрах: «Кукаҫин, мӗнпурӗ те пӗр пӗчӗк пӳлӗм анчах», — терӗм.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫак хӗрарӑм еплелле саркаланса выртнине курсан, пӗтӗм вагон унӑн хӑй хваттерӗ тейӗн е вӑл кунта хӑй ҫураличченех пурӑнма пуҫланӑ, тесе шутлама пулать.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тепри хӑй вӑхӑтне пӗрмай Ленинградра ирттеретчӗ — кунта унӑн ҫемйи, хваттерӗ пур.Другой все время проводил в Ленинграде — у него тут семья и квартира.
1 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хваттерӗ — Питӗр хӗрринчи Сердобольск урамӗнче, Финлянди чугун ҫулӗ ҫывӑхӗнче.на рабочей окраине Питера, на Сердобольской улице, недалеко от Финляндской железной дороги.
Тата тепӗр вӑрттӑн ӗҫлев // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Кунта унӑн пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗ вырнаҫнӑ, унта халь сӗтел хушшинче — эх, губернатор пӗлес пулсан! — Владимир Ильич «Государство тата революци» текен кӗнеке ҫырса ларать, Цюрихра паллӑсем туса хунӑ кӑвак тетрадь те хӳшӗрен кунта куҫса килнӗ.
Тӗлӗнмелле хӳтлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫук, кулленхи пурнӑҫ кукри-макрине пӑхсан, Вальӑпа йывӑртарах пулнӑ пулӗччӗ: хваттерӗ те ҫапла чапли ҫук, сӗтел-пуканӗ те, амӑшӗ ун нумай ӗҫлесе илмест.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Галя ашшӗн хваттерӗ пысӑках мар, мӗнпурӗ те юнашарлӑ икӗ пӳлӗм, ҫапах та хайхискерсем, Костя каларӑшле, тӳхӗнкелесе вырнаҫнӑ: ашшӗпе ывӑлӗ, Гальӑн шӑллӗ, — пӗр пӳлӗмре, Костьӑпа Галя — тепринче.
19 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эпӗ кирлӗреххине, пархатарлӑраххине тӑватӑп: ҫынсене ман хӑвӑртрах ҫӗнӗ ҫуртсене куҫарас килет, кашни ҫемьен хӑйӗн хваттерӗ пултӑр, тетӗп.
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ку вӑл — тӗлпулу хваттерӗ.
Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Анчах кунпа пӗрлех Альбертовна хӑйне те, ыттисене те акӑ мӗн каласа ӗнентерет: укҫапалан Николай Юрьевич кӑна хуҫаланнӑ-тӑк, хваттерте ҫак сӗтел-пуканпа ҫак апат-ҫимӗҫ ҫеҫ мар, хваттерӗ хӑй те пулас ҫук — вӑл, меммескер, арӑмӗ тӑрӑшмасӑр кунашкал хваттер ӗмӗрне илейместчӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Такан авать, кӗмӗл укҫана шӑлӗпе хуҫлатса хурать, лейтенант вӑл, Ереванре аслӑ урамра пурӑннӑ, хваттерӗ унта унӑн водопроводпа, канализаципе ванни те ҫавӑнтах.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унӑн хваттерӗ ытлашши пысӑк пулман, анчах вӑл илемлӗ те чаплӑ япаласене ҫав тери юратни курӑнать, ку Галлипе Риккардона хытӑ тӗлӗнтерчӗ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хваттерӗ пӗтӗм япали-туприпе хуҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ак условнӑй паллӑсене ӑнланмалли хут: НҪТШ — нимӗҫ ҫарӗн тӗп штабӗ, ГХ — генерал хваттерӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Тамара хӑйӗн пӗлӗшӗпе Шурӑсен хваттерӗ патне ҫывхарнӑ чух Поля акин сассине илтет.Тамара со своим спутником уже подходила к квартире Шуры, когда раздался тихий голос тети Поли.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух вӗсем Зина хваттерӗ умӗнче чарӑнса тӑнӑ, вӗсене алӑк ҫине: «Эпир килте ҫук. Анне вуннӑра таврӑнать. Эпӗ хӑҫан таврӑнассине пӗлместӗп…» тесе ҫырса ҫапнӑ хут интереслентернӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ольгӑн хваттерӗ пит те ӑшӑ, ӑшӑнма эпӗ унта ҫӳретӗп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хваттерӗ «Костьӑсен» пысӑк, сӗтел-пукансем лайӑх, библиотека пур, тӗрлӗ илемлӗ япаласем лартса тултарнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.