Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫатӗнче (тĕпĕ: хаҫат) more information about the word form can be found here.
Унтан хӑйӗн пурнӑҫне мӗн пенсие тухичченхи кунчченех пичет ӗҫӗпе ҫыхӑнтарать: Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче пай пуҫлӑхӗ, нумай тиражлӑ «Рабочая жизнь», «Трикотажница», «Машиностроитель» хаҫатсен редактор ҫумӗ, редакторӗ, «Хыпар» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗн ҫумӗ пулнӑ.

Help to translate

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Эпӗ унӑн портретне дивизи е арми хаҫатӗнче курман пек…

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӑх писателӗ пуличчен малтан вӑл Етӗрне районӗнчи Ҫуткассинче ҫуралнӑ (ку событи 65 ҫул ӗлкӗрех пулнӑ), унтан, ытти пур ачасем пекех, утма вӗреннӗ, ултта кайсан парттӑ хушшине ларнӑ, ялти шкул хыҫҫӑн педтехникумра вӗренсе учитель ятне илнӗ, кайран Мускаври театр институчӗн литература факультетӗнче вӗреннӗ, Шупашкара таврӑнсан искусство учрежденийӗсенче ӗҫленӗ, унтан ӑна Совет Ҫарне илнӗ те, вӑл 1939 ҫулта шурӑ финсемпе ҫапӑҫса аманнӑ, Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑ пуҫлансан каллех фронта кайнӑ, стрелковӑй рота командирӗ пулнӑ, дивизи хаҫатӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Район хаҫатӗнче сӑнне пичетленӗччӗ, чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен ҫырса кӑтартнӑччӗ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Район хаҫатӗнче пит лайӑх ҫапса кӑларнӑччӗ, Шупашкар хаҫатӗнче тата илемлӗрех тухтӑр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Стапан Аслан ятне вара, вӑл нумай ҫул район хаҫатӗнче тӑрӑшнӑ пулин те, «Энциклопедия чувашской журналистики» кӗнекене кӗртме маннӑ.

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Ҫак блогер хӑйӗн район хаҫатӗнче вырӑсла термин асӑрханӑ тейӗпӗр.

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Хӑвӑртрах сипленетчӗ пулӗ те, анчах вӑл тӗрме пек туйӑнакан тӗксӗм палатӑра хӑрушӑ чирпе кӗрешнӗ вӑхӑтра ку элекҫӗ леш тӗнчене вӑрт-вартрах ӑсантӑр, ӳлӗмрен таса чӑваш литературине сӗмсӗррӗн варалакан ан пултӑр тенӗ пек пӗр кунхине область хаҫатӗнче самаях пысӑк статья ҫапӑнса тухрӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Район хаҫатӗнче колхозсенчи фермӑсенче кашни ӗнерен кунне миҫе литр сӗт суса илни ҫинчен хутран-ситрен тӗлӗнмеллерех кӑтартусем пичетлеҫҫӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ивасова литфак пӗтернӗ хыҫҫӑн республикӑри ҫамрӑксен хаҫатӗнче ӗҫлет иккен, халь Янасловсен районне командировкӑна килнӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унӑн сӑввисемпе калавӗсем район хаҫатӗнче тата «Сунтал» журналта час-часах ҫапӑнса тухнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Тата, тӳррипе каласан, ку район хаҫатӗнче ӗмӗрлӗхех тымар яма хыпӑнмастӑп.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шенкер тӑрӑхӗнчи район хаҫатӗнче ҫулталӑка яхӑн кӑна ӗҫлетӗп-ха, ҫапах та Энтрикассинчи райпо председательне икӗ-виҫӗ хутчен курма ӗлкӗрнӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Николай Мартынов ӑста прозаик кӑна мар, пултаруллӑ сӑвӑҫ та. Республикӑри хаҫат-журналсенче пичетленнӗ чылай сӑввисем чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗме тивӗҫлӗскерсем», — палӑртаҫҫӗ район хаҫатӗнче тухнӑ статйинче Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ сӑвӑҫсем В. Муравьевпа В. Соколов.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Поэт хӑйӗн произведенийӗсене пӗтӗмпе пекех чӑвашсен малтанхи хаҫатӗнче — «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ.

Help to translate

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Унӑн текстне Етӗрнери уес Совечӗн ӗҫтӑвкомӗпе РКП(б) уес организацийӗн «Красные всходы» ятлӑ хаҫатӗнче 1918 ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ номерта пичетлесе кӑларнӑ.

Help to translate

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Петӗр Ялкир район хаҫатӗнче те тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Патриотсем ҫитӗнччӗр // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10675-pa ... it-nchch-r

Ушкӑнсен активисчӗсем йӗркеленӗ мероприятисем анлӑ та хӑйнеевӗрлӗ - вӗсемпе район хаҫатӗнче те паллаштарсах тӑтӑмӑр.

Help to translate

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Куславкка район хаҫатӗнче, «Хыпар» хаҫатра тата чӑваш радиора ӗҫленӗ.

Help to translate

Чӑваш Енри литература ҫул ҫӳревӗ // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%87a%d0 ... b5%d0%b2e/

Мӗншӗн Садуров художникӗн Чернобыльте ӳкерсе килнӗ картинисене, вӗсене халиччен Мускаври тата ытти хуласенчи выставкӑсенче пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ пулин те, тӑван республикӑра выставка йӗркелеме художнике ҫамрӑксен хаҫатӗнче хӳтӗлесе ҫырнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ йышӑннӑ?

Help to translate

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed