Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаяр the word is in our database.
хаяр (тĕпĕ: хаяр) more information about the word form can be found here.
— Ҫырӑр! — хаяр сасӑпа хушрӗ Богданов.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсир халь — хаяр та ҫӑткӑн хурахсем.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук ытла та хаяр йӑласем ҫинчен каланине Ваҫли аван ӑнланать.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сан тав курки тени ытла хаяр та йӳҫӗ, Степан Иванович, — шӳтлерӗ Матӗрне.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫак тери хаяр хӑрушлӑх, тен, вилӗм умӗнче тӑрать пулсан та, хӑй усал ӗҫ тунӑшӑн ним чул та ӳкӗнмерӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм ыйтӑвӗ ҫине хуравланӑ пекех, халӑх хушшинче хаяр сасӑсем тапса тухрӗҫ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине, Якур ҫенӗкрен сирпӗнсе тухрӗ те каллех хаяр сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сасса урам хушши хӑнӑхса ҫитнӗрен пулмалла, ӑна хаяр йытӑсемпе какалама хастар хурсем те юплемесӗрех ирттерчӗҫ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Марине кӑмӑлӗнче пурринчен те ытларах хаяр курӑнма тӑрӑшрӗ:

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӑраву-ул! — хаяр сасӑпа кӑшкӑрса пӳлӗмрен тухрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, ҫак ҫырмасенче вӗтелекен хаяр вӗлтӗренсӗр, аманса пӗтнӗ йӑмрасемсӗр тата ҫынсем кӑларса пӑрахнӑ ҫӳп-ҫапсӑр пуҫне нимӗн те тупман пуль, анчах пирӗншӗн ҫак ӗҫ кирлӗ тӗпчев евӗрлӗ пулчӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Характерӗ хӗллехи хаяр ҫил-тӑман манерлӗччӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Каштановсем вара чӑнахах та хаяр ачасем пулнӑ, ҫынсене ним ҫук ҫӗртен кӳрентерме пултарнӑ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн коридор вӗҫӗнче хаяр арҫыннӑн сасси ҫынсене ҫӳҫентермелле тепӗр хут илтӗнчӗ:

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хаяр арҫын хӑйне тем тӑвассинчен хӑраса мар, амӑшӗ сутма парса янӑ панулмисене сая янӑшӑн пӑшӑрханса ӳкрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Хаяр арҫын, ним пулман пекех, коридор тӑрӑх малалла утса кайрӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ку кас ачисен ашшӗсем нумайӑшӗ хаяр вӑрҫӑ ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Вӑкӑра, тӗлӗнтермӗш шельмӑна, хаяр махоркӑна шӑршлама килӗшет тата.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хӑнӑхман хаяр шӗвек ман чӗлхене сӗре ҫемҫетсе ячӗ…

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тапӑ хӑвна мӗншӗн хӗстермен-ши, — тесе хаяр ҫилӗпе тулнӑ арҫын чукмар пек аллине ман ҫинелле вирхӗнтерчӗ.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed