Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлет (тĕпĕ: хатӗрле) more information about the word form can be found here.
24. Манӑн чунӑма икӗ япала хурлантарать, виҫҫӗмӗшӗ вара тарӑхтарсах ярать: 25. ҫар ҫынни ҫуклӑха пула хур курнинчен, ӑслӑ ҫынсем хисепре пулманнинчен хурланатӑп; 26. тӳрӗлӗхрен ҫылӑх еннелле ҫаврӑнакана курсассӑн тарӑхатӑп — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗҫ валли хатӗрлет.

24. От двух скорбело сердце мое, а при третьем возбуждалось во мне негодование: 25. если воин терпит от бедности, и разумные мужи бывают в пренебрежении; 26. и если кто обращается от праведности ко греху, Господь уготовит того на меч.

Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14. шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15. вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет.

13. Берегись бесстыдного глаза, и не удивляйся, если он согрешит против тебя: 14. как томимый жаждою путник открывает уста и пьет всякую близкую воду, 15. так она сядет напротив всякого шатра и пред стрелою откроет колчан.

Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл — пӗртен-пӗрре, анчах пурне те пултарать, хӑйпе хӑй тулса, пӗтӗмпех ҫӗнетет, йӑхран йӑха сӑваплӑ чунсене куҫса, Турӑ тусӗсене, пророксене хатӗрлет: 28. Турӑ ӑслӑлӑхпа пурӑнакансемсӗр пуҫне никама та юратмасть.

27. Она — одна, но может все, и, пребывая в самой себе, все обновляет, и, переходя из рода в род в святые души, приготовляет друзей Божиих и пророков; 28. ибо Бог никого не любит, кроме живущего с премудростью.

Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ҫутӑлман-ха — ӗнтӗ ура ҫинче вӑл, кил-йышӗ валли апат хатӗрлет, пурне те ҫитерет, хӗрарӑм тарҫӑсене ӗҫ парса тухать.

15. Она встает еще ночью и раздает пищу в доме своем и урочное служанкам своим.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Суя чӗлхе хӑй йӗплекенсене кураймасть, йӑпӑлти чӗлхе-ҫӑвар вара инкек-синкек хатӗрлет.

28. Лживый язык ненавидит уязвляемых им, и льстивые уста готовят падение.

Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче; 7. Вӑл тӳрӗ ҫынсем валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлет; Вӑл — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ; 8. Вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗсене сыхлать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать.

6. Ибо Господь дает мудрость; из уст Его - знание и разум; 7. Он сохраняет для праведных спасение; Он - щит для ходящих непорочно; 8. Он охраняет пути правды и оберегает стезю святых Своих.

Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Вӑл тӳпене пӗлӗтсемпе хупӑрлать, ҫӗр валли ҫумӑр хатӗрлет, тусем ҫинче курӑк [тата этемшӗн усӑллӑ тырӑ] ӳстерет; 9. выльӑх-чӗрлӗхе те, Хӑйӗнчен кӑшкӑрса ыйтакан ҫӑхан чӗпписене те апат парать.

8. Он покрывает небо облаками, приготовляет для земли дождь, произращает на горах траву [и злак на пользу человеку]; 9. дает скоту пищу его и птенцам ворона, взывающим к Нему.

Пс 146 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Хӑйӗн хӗҫне ҫивӗчлетет, уххине хытарса, тӗллесе тӑрать, 14. ун валли вилӗм сӑпрайӗ хатӗрлет, ҫӗмренӗсене вутла ҫунтаракан тӑвать.

Он изощряет Свой меч, напрягает лук Свой и направляет его, 14. приготовляет для него сосуды смерти, стрелы Свои делает палящими.

Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Вӑл усаллӑх тӗвӗлентернӗ те суя ҫуратнӑ, унӑн варӗ ултав хатӗрлет.

35. Он зачал зло и родил ложь, и утроба его приготовляет обман.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ку ыйтупа «Единая Россия» парти сӗнӳсем хатӗрлет.

Help to translate

Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӳсерехпе яш Тури Выла, Яхай, Курбаткӑпа Кӑмаша ҫывӑхӗсенчи вӑрмансенче ӗҫлет, вутӑ хатӗрлет.

Help to translate

Техника штурвалне алӑран яман // Владимир ЕГОРОВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18

Ытларах кавӑн ӳстерме кӑмӑллать, унран варени хатӗрлет.

Больше всего любит выращивать тыкву, из нее готовит варенье.

Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑн пекех, аслӑ воспитатель пулнӑ май, ашшӗ-амӑшне кирлӗ консультаци парать, воспитательсем валли ӗҫ планӗ туса хатӗрлет, вӗсене тӗрлӗ конкурссене хатӗрленме пулӑшать.

Help to translate

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ялтисен 35,6 проценчӗ пулӑран апат хатӗрлет, хуларисенчен 35,8 проценчӗ тата ялтисен 76,7 проценчӗ кашни кун е эрнере темиҫе хутчен сӗт-ҫупа апатланать.

Из деревенских 35,6 процента готовят еду из рыбы, из городских 35,8 процента и деревенских 76,7 процента жителей каждый день или в неделю несколько раз питаются молочными продуктами.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шупашкар ГЭСӗ ҫӗрӗн-кунӗн электроэнерги хатӗрлет.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ каччисене ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем пулма хатӗрлет.

Парней из Батырево и Шемурши готовит в защитники страны.

Тивĕçлипе мухтанатăп // А. АНИСИМОВ. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ялта пурӑнакансен 31,6 проценчӗ, хуларисен 32,2 проценчӗ пулӑран апат хатӗрлет.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Вӑл меню хатӗрлет, продукци саккас парать.

Он готовит меню, заказывает продукцию.

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed