Шырав
Шырав ĕçĕ:
харсӑрлансах (тĕпĕ: харсӑрлан) more information about the word form can be found here.
Кузьма Кузьмич Тополев ҫапах та килте чӑтса лараймасть, харсӑрлансах урама тухать, пилӗк таран юр ашса, управленине ҫитиччен пӗр сехет ытла сӗнкӗлтетет.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем пурте харсӑрлансах ӗҫе тытӑннӑ, сӑмах та ҫук, нимӗнле ӗҫе те ҫак ӗҫе пикеннӗ пек, хаваслӑн тытӑнман.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ку вара телейлӗ вӗҫленекен савӑнӑҫлӑ повесть пулса тухӗччӗ, автор ӗнтӗ Федор Лукич харсӑрлансах ҫак ӗҫе тытӑннине, станица совечӗсенчи ятран ҫырнӑ списоксенче Катеринӑна шыранине, шырасан-шырасан, пӗтӗм ҫӗр савӑнмалӑх, герой юратӑвне туртса кӑларнине ҫырма перо та тытнӑччӗ…
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Пӗлетӗп эп сӑлтавне, — харсӑрлансах кайрӗ Ай-гу, — вӑл Ци господин вичкӗнлӗхӗнчен пытанаймӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Страницăсем:
- 1