Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑра (тĕпĕ: хамӑр) more information about the word form can be found here.
Ҫӳлте тӑрса йӗркеллӗ купалаймасан тележка тепре тӳнсе кайӗ те хамӑра йывӑр пулӗ тесе утта аялтан парса тӑтӑм.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кирек ӑҫта ҫитсен те, пире валли тӳсе-авӑсса, авӑртса хуни, йывӑҫ ҫинче ҫӑкӑр ӳсни пулас ҫук, хамӑра хамӑрӑнах ӗҫлесе тӑрантармалла, пурнӑҫра мӗн кирлине тумалла».

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Хамӑра та, тен, ытла кӑра тытрӑмӑр, аслисем вӗрентсе каланине вӑхӑтра ӑна илмерӗмӗр.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ваттисем хамӑра та ӗнеллӗ тӑвасшӑн-ха пире, хӗл каҫнӑ пӑру парнелерӗҫ.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хамӑра Вӑрнарти училищӗре профессие кӑна мар, пурнӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсене те вӗрентнӗ кашни педагога астӑватӑп.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Пӗрле пухӑнса тӗлпулу йӗркелерӗмӗр, туслӑ ӗҫленине кӑмӑллӑн аса илтӗмӗр, хамӑра юрӑ-ташӑпа та савӑнтартӑмӑр.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Хамӑра валли тин пирӗн ним те тума юрамасть.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хамӑра ҫул кӑтартакан ҫынсем те курӑнаҫҫӗ унта.

И фигуры проводников.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пире хамӑра вӗҫӗ-хӗрри ҫук хӑйӑрлӑ тинӗсӗн хытса ларнӑ хумӗсем тӑрӑх пынӑн туйӑнать.

Казалась, что мы идем по застывшим волнам бесконечного песчаного моря.

Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хамӑра хамӑр пӗр-пӗринчен вӗренсемпе ҫыхатпӑр.

Связываемся друг с другом веревкой.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эп сире каларӑм ӗнтӗ, пирӗн экспедици инҫех вырнаҫманччӗ, тӳлек ҫанталӑкра ҫыран та лайӑхах курӑнатчӗ, пире хамӑра вара унтан ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех куратчӗҫ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав кун пирӗн гидробиолог Воронихин ирхине ирех хамӑра илме машинӑсем ярасси тата эпир таврӑнассипе ҫыхӑнса тӑнӑ ытти вак-тӗвексем ҫинчен калаҫса татӑлма материк ҫине тухса кайрӗ.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир хамӑра ҫӗрӗн-кунӗн такамӑн хаяр та усал, пире шанман «пӗрре хупӑнман куҫ» сӑнаса тӑнине туяттӑмӑр.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах лару-тӑру йывӑр пулни эпир ҫав ответлӑха туйнинче, хамӑра хамӑр тӗрӗслесси питӗ ҫивӗч пулнинче те мар.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Этемле тыткалас пулать пирӗн хамӑра.

Help to translate

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тата чи кирли – хамӑра пурӑнмашкӑн лайӑх хутлӑх йӗркелеме те.

И что важно – на формирование благоприятной среды нашего проживания.

Олег Николаев Финансист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/08/ole ... finansista

- Асӑннӑ программӑра эпир хамӑра 8 хутчен тӗрӗслесе пӑхнӑ, ҫичӗ хутчен патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ.

Help to translate

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Унӑн пархатарлӑ ӗҫӗсенче хамӑра кирлӗ, совет шкулӗн пуласлӑхне малалла аталантарса пыракан шухӑшсем халӗ те тупатпӑр.

Help to translate

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Пӗрне-пӗри ҫӗнӗ япаласем вуласа кӑтартрӑмӑр, плансемпе паллаштартӑмӑр, хамӑра хамӑр тишкертӗмӗр, мухтарӑмӑр, хурларӑмӑр, хавхалантартӑмӑр.

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавӑн чух ӗнтӗ эпир хамӑра юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче ҫамрӑкланнӑ пек туйрӑмӑр.

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed