Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хампа (тĕпĕ: хам) more information about the word form can be found here.
Хампа юнашар лар! — хушрӗ вӑл ӑна.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ухмах, пач ухмах вӑл ман Якку, пуп мар, мемме. Ҫав сӑмсине шӑлайман ачасене итленӗ. Хампа та канашласа пӑхман», — тесе мӑкӑртатать хӑй тӗллӗн.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑҫал акӑ сана хампа пӗрле Хусана тавар патне илсе ҫӳреме пуҫлатӑп.

Help to translate

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ятламасне эп тӗкӗрҫӗ вырӑнне хампа пӗрле илесшӗн.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халь сире хампа пӗрле килнӗ… ҫынсемпе кӑшт паллаштарам, — терӗ хан тенкелсен хыҫӗпе уткаласа ҫӳресе.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ывӑлне, Пикпулата, ҫухатнӑ хыҫҫӑн Сарри хӑйне алла ҫӑкӑр тытсах сӑмах парса хунӑччӗ: Атапайпа Илтимӗре Хусана пӗрре те ямастӑп, хампа пӗрле те илсе каймастӑп.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем каласан та халлӗхе ывӑл хампа пӗрле пулать-ха, Офоня.

Help to translate

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тимӗр хатӗрсене эпӗ хампа пӗрлех илсе ҫӳретӗп.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫирӗпрех, харсӑртараххӑн тыт хӑвна, арҫын ача-ҫке-ха эсӗ…» — калаҫса илтӗм хампа хам.

Help to translate

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

— Ӑна та пӗлес килет пулсан, сире паян каллех хампа пӗрле ертсе ҫӳреме тивет, — терӗ Степан Лукич.

Help to translate

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Пӗчӗкҫеҫ чӑмӑраккана ҫӳхе пиншакпа чӗркесе хампа юнашар ларчӑк ҫине кӗртсе хутӑм.

Help to translate

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Хампа пӗрле вӗренсе тухнӑ сахӑр заводӗнчи рабочисем, пӗрле ӗҫлекен трактористсем май ҫитнӗ таран йӑпатма тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

— Хӗрачана хампа пӗрле паянах илсе каятӑп, — терӗ.

Help to translate

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Каҫар тархасшӑн, эп пӗрмай хампа супап.

Прости меня, пожалуйста, я все о себе да о себе…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хампа улттӑ.

Help to translate

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеева хампа пӗрле илсе килме хушаҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Марье аппуна хампа пӗрле илсе кайӑп ыран.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ыран ӑна Хусана илсе каятӑп хампа пӗрле, — ҫывӑракан ачана вӑратса, тӑрантас ҫинчен антарнӑ чух каларӗ Михала.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Асанне кунта пӗччен пурӑнаймӗ, ӑна, тен, хампа пӗрле илсе каймалла пулӗ…

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Мӗнле телейлӗх туянтӑм эп хампа хам ӗҫленӗ чух! Ӗҫлесех! Ӗҫлес!» — тет вӑл.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed