Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ефрем патӗнчен Амалик ҫӗрӗнче тымар ярса пурӑнакансем ҫитрӗҫ; ун хыҫҫӑн Вениамин хӑй халӑхӗпе ҫитрӗ; Махир йӑхӗнчен ҫарпуҫӗсем, Завулон йӑхӗнчен ҫыруҫӑсем килчӗҫ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав патша [пӗтӗм] Аммон халӑхӗпе Амалик халӑхне хӑй патне пуҫтарнӑ та Израиле тапӑннӑ, ӑна ҫӗнтерсе Пальма хулине ярса илнӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Рувим ывӑлӗсем, Гад ывӑлӗсем, Манассиян ҫур йӑхӗ ытти Израиль халӑхӗпе сывпуллашса, Ханаан ҫӗрӗнчи Силом хулинчен тухса кайса, Галаад ҫӗрне, Турӑ Моисее хушнипе илнӗ хӑйсен еткерлӗх ҫӗрне, таврӑннӑ.
Нав 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Гаваонра пурӑнакан евейсемсӗр пуҫне Израиль ывӑлӗсемпе [пӗр хула та] килӗшӳ туман: израильсем вӗсене пурне те вӑрҫӑ вӑрҫса илнӗ; 20. вӗсем хӑйсенӗн чӗрине хаярлантарни, Израиле вӑрҫӑпа кӗтсе илни пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа ирӗкӗнчен килнӗ: Израиль ывӑлӗсем вӗсене тупалаччӑр тесе, ан каҫарччӑр тесе, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек пӗтерччӗр тесе, Ҫӳлхуҫа вӗсене Израиль халӑхӗпе хирӗҫтернӗ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара ҫавсем хӑйсен пӗтӗм ҫарӗпе, темӗн чухлӗ халӑхӗпе вӑрҫа хатӗрленсе тухнӑ, халӑхӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ пухӑннӑ; утсемпе ҫар ураписем те шутсӑр нумай пулнӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кайран Иисус мӗнпур Израиль халӑхӗпе пӗрле хӑйсен тапӑрне Галгала таврӑннӑ.15. Потом возвратился Иисус и весь Израиль с ним в стан, в Галгал.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫакна курсан, Гай патши ирхине ирех хула халӑхне ертнӗ те Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, ҫапла вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе айлӑма, малтанах палӑртса хунӑ вырӑна, ҫитнӗ; вӑл [хӑйӗн] хули хыҫӗнче пытарӑнса ларнӑ ҫар пулнине пӗлмен.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй суя тӗнлисем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр [Туррӑн пур ывӑлӗ те вӑй илтӗр]!Веселитесь, язычники, с народом Его [и да укрепятся все сыны Божии]!
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир унтан каялла ҫаврӑнтӑмӑр та Васан патнелле кайрӑмӑр, пире хирӗҫ Ог — Васан патши — хӑйӗн мӗнпур халӑхӗпе Едреи хули патӗнче вӑрҫӑпа тухрӗ.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Сигон [Есевон патши] вара хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе Яаца хули патне пире хирӗҫ ҫапӑҫма тухрӗ; 33. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, ӑна [пирӗн алла] ӳкерчӗ, эпир ӑна хӑйне те, унӑн ывӑлӗсене те, унӑн пӗтӗм халӑхне те ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, 34. ҫавӑн чухне эпир унӑн мӗнпур хулине туртса илтӗмӗр, мӗнпур хулине, арҫынни-хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи-мӗнӗпех тупаларӑмӑр, пӗр ҫынна та чӗрӗ хӑвармарӑмӑр; 35. хамӑр валли тупӑш вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне анчах, хамӑр ҫӗнтернӗ хуласенче мӗн туртса илнине анчах илтӗмӗр.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: [Иордан шывӗ ку енчи] ҫакӑ Аварим тӑвӗ ҫине, [ҫакӑ Нево тӑвӗ ҫине,] хӑпар та Эпӗ Израиль халӑхне [еткерлӗхе] паракан [Ханаан] ҫӗрӗ ҫине пӑх; 13. ун ҫине пӑхса илсессӗн, Аарон пиччӳ [Ор тӑвӗ ҫинче] канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те халӑхупа пӗрлеш, 14. мӗншӗн тесессӗн Син пушхирӗнче халӑх пӑлханнӑ вӑхӑтра эсир Мана итлемерӗр, итленӗ пулсассӑн шыв хӗрринче пӗтӗм халӑха Манӑн сӑваплӑхӑм курӑнатчӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. Мадиан халӑхӗпе вӑрҫӑ вӑрҫӑр, вӗсене аркатӑр, 18. мӗншӗн тесессӗн вӗсем сирӗн тӗлӗшрен чее тӑшманла хӑтланчӗҫ: сире Фегорпа тата ҫав Фегора пула халӑх пӗтнӗ кун вилсе выртнӑ Хазвӑпа, мадиансен пуҫлӑхӗн хӗрӗпе, илӗртрӗҫ, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ог, Васан патши, хӑйӗн пӗтӗм халӑхӗпе пӗрле вӗсене хирӗҫ Едреи хули патне вӑрҫӑпа тухнӑ.И выступил против них Ог, царь Васанский, сам и весь народ его, на сражение к Едреи.
Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эдом ҫӗрӗн чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 24. Аарон ӗнтӗ хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлештӗр; Мерива шывӗ патӗнче эсир Эпӗ хушнине итлемерӗр, ҫавӑншӑн вӑл Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре кӗреймӗ; 25. Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата Елеазара, унӑн ывӑлне, илсе, вӗсене [пӗтӗм халӑх умӗнче] Ор тӑвӗ ҫине ертсе кай; 26. Аарон ҫинчен унӑн тумне хывса ил те ӑна Елеазара, унӑн ывӑлне, тӑхӑнтарт, Аарон вара канӑҫтӑр, ҫавӑнта вилтӗр, тенӗ.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вырӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Исаак питех те ватӑлса, тӑраничченех пурӑнса ҫитсе вилнӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.
Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авраам пурӑннӑ кунҫул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ; 8. Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен халӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем.31. Это сыновья Симовы по племенам их, по языкам их, в землях их, по народам их.
Пулт 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.