Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакларӗ (тĕпĕ: хакла) more information about the word form can be found here.
Парламентра 3 ҫул ӗҫленине те Михаил Сергеевич пысӑка хурса хакларӗ: «Сирӗнпе хутшӑнса ҫӗннине нумай илтӗм, манӑн пурнӑҫра ҫакӑ ҫитместчӗ. Тен, кунта тухӑҫлах ӗҫлеймерӗм пуль - тӗп ӗҫ вырӑнӗнче вӑй хума тивнӗ-ҫке. Ҫапах сессисене яланах ҫӳренӗ, комитет ӗҫне те туллин хутшӑнма тӑрӑшнӑ».

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Единая Россия» 37-мӗш Канаш суйлав округӗпе ку хутӗнче политика сӑлтавӗсене пула кандидат тӑратманнине «единороссен» лидерӗ «хамӑр илме пултарнӑ мандата пӗлсе тӑрсах «эсерсене» патӑмӑр» тесе хакларӗ.

Help to translate

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн ӗҫтешӗсен, юлташӗсен, халӑх юратӑвне ҫӗнсе илме пулӑшнӑ ҫынлӑх тата професси пахалӑхне пысӑка хурса хакларӗ.

Глава Республики высоко оценил человечность почетного сына чувашского народа, заслужившего любовь земляков, друзей, народа и качество его профессии.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Станислав Андреевич ял старостисен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакларӗ, пархатарлӑ ӗҫшӗн вӗсене ӑшшӑн тав турӗ, район экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗлтӗрхи тӗп кӑтартӑвӗсемпе, 2010—2011 ҫулсенчи аталану программипе паллаштарчӗ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн инжиниринг центрӗсене туса хурассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ пилот проектсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли пӗтӗм Раҫҫейри конкурсри ҫӗнтерӗвне пысӑк ҫитӗнӳ тесе хакларӗ.

Help to translate

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унӑн ӗҫне Алексей Трофимов академик пысӑка хурса хакларӗ.

Help to translate

Сӑмахӗсем паян та чӗрӗ // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Шупашкара килсе электромеханика колледжӗнче пулнӑ май унӑн ӗҫ-хӗлне пысӑк паллӑпа хакларӗ.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӑш-пӗр политик ку цифрӑна ытлашши каппайчӑклӑ тата ӑна пурнӑҫлама май ҫук тесе хакларӗ.

Некоторые политики называли эту цифру чересчур амбициозной и недостижимой.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed