Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иксӗмӗр те тем туса хурӑпӑр, — хавхалантарас пек кулса ячӗ вӑл.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Тӗрӗссипе, унӑн хӗлле вӑрманта ӗҫленӗ хыҫҫӑн хӑйӗнпе сӑмахламан Ивана кӑшт хавхалантарас килчӗ: курмассерен тӑлӑххӑн пӑхать, такам кӳрентернӗ ҫын пек мӗскӗкӗн туйӑнать, чунне уҫас хамӑн каччӑнне, ман ҫинче усал ан шутлатӑр, терӗ.
XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫак пултарулӑх тупӑшӑвӗ шкул ачисене тата педагогсене паллӑ ӑсчахӑмӑрӑн ӗҫӗ-хӗлне тӗплӗн пӗлме хавхалантарас, ачасене чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисем ҫинчен пӗлес туртӑмне, шырав меслечӗпе ӑсталӑхне тата та ӳстерме пулӑшать.
«Хавхалану» хавхалантарать // Н.Плеткина. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Пирӗн районти ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ ентешсене пулӑшас тата хавхалантарас тӗллевпе тӗрлӗрен акци йӗркелесе ирттереҫҫӗ.
Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/
Хӑвӑра ӗҫлеме хавхалантарас тесе нумай тӑрӑшма тивӗ.Потребуются большие усилия, чтобы поддерживать себя в рабочем тонусе.
31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫак статьяпа ҫирӗплетнӗ чару шайӗнчен муниципалитет пӗрлӗхӗсене хавхалантарас тӗллевпе, ҫав шутра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗсене тунӑшӑн, ҫут ҫанталӑк инкекӗсемпе ытти майсӑр лару-тӑру сиенӗсене пӗтернӗшӗн Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен сумми чухлӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен, Чӑваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетӗнчен асӑннӑ тӗллевсем валли уйӑрса панӑ бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсем вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫ пулса тӑраҫҫӗ, сумми чухлӗ иртме юрать.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
1. Чӑваш Республикин саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче тата вӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑнакан Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен нормативлӑ право акчӗсемпе вырӑнти бюджетсене вырӑнти бюджетсен шайлашӑвне тивӗҫтерес енӗпе пулӑшма дотацисем тата Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен вырӑнти бюджетсене ытти дотацисем уйӑрса пама пултараҫҫӗ, ҫав шутра асӑннӑ дотацисене уйӑрса памалли условисене палӑртса, ҫавӑн пекех муниципалитет пӗрлӗхӗсен социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗсене тума хавхалантарас тӗллевпе.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине сарас, пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене пулӑшас, ҫыракан ҫынсене хавхалантарас тесе «Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ирттерме йышӑннӑ.
«Чӑваш романӗ» конкурс иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31971.html
«Вырӑсла ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнекисене ҫеҫ йышӑннине пӗлсе тӑрсах ҫак конкурса хутшӑнас килчӗ. Укҫа выляса илессишӗн мар. Ку — литература премийӗ, унта автор пултарулӑхне ҫиелтен, аннотаци тӑрӑх ҫеҫ, хакламаҫҫӗ, тӗплӗн тишкереҫҫӗ. Ку — пӗр сӑлтав. Тепӗр сӑлтавӗ — ҫак премие ача-пӑча валли сӑвӑ ҫыракансене хавхалантарас тата Елена Благинина ятне асра тытас, унӑн поэзине пропагандӑлас тӗллевпе йӗркеленӗ. Мана ҫак авторӑн поэзийӗ килӗшет», — тенӗ Галина Алексеевна.
Галина Матвеева кӗнеки диплома тивӗҫнӗ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/31644.html
— Ну, пулчӗ те, ырантан кунта Антонина Ускова хуҫаланма пуҫлать, — мӑшӑрне хавхалантарас шутпа ҫӗкленӳллӗн пӗлтерчӗ вӑл.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ватӑ пулин те Эмиль ӑна юратать, ӑна хавхалантарас тесе вӑл халӗ те лаши птиӗ килӗштерекен юрра юрласа ячӗ.
Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ӑна хавхалантарас тесе Эмиль юрласа ячӗ.
Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Анчах та хресченсем, Орлеан хули географире мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине пӗлменнипе пулас, ӑна ҫав-ҫавах кукӑр-макӑрланса выртакан Гнилотерка тӑрӑх анаталла кайма сӗннӗ, ӑна хавхалантарас майпа ӗнсепе ҫурӑмран тӗрткелеме те тытӑннӑ, сасартӑк, ҫав самантрах, Лежёне ҫав тери хаваслантарса, шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайнӑ та, пӗве ҫине питӗ пысӑк ҫуна пырса кӗнӗ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Вӑрманта ларакансем те, вӗсене хавхалантарас тесе пулас, хыттӑн кӑшкӑраҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах ӑна хавхалантарас, хӑюлантарас тесе, ҫапла хушса хучӗ:
III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӑванне, уйрӑмах хӑйне хавхалантарас тесе, помещик тепӗр хут калаҫма пуҫларӗ:Помещик, стараясь ободрить племянника, а больше всего самого себя, вновь заговорил:
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Манӑн Мацуя мӗнле те пулин кӑмӑллӑ сӑмах калас, ӑна тавтуса хавхалантарас килчӗ, анчах эпӗ нимӗн те калаймарӑм.Мне хотелось сказать Мацую что-нибудь тёплое, поблагодарить, подбодрить его, но я молчал.
9. Ҫуxату // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ вӗсене пулӑшас та хавхалантарас тесе чупрӑм, вӗсем акӑ мана та мӗн туса хучӗҫ.
Америка консулӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Тӑван хулара манӑн хамӑр Путивль ҫыннисене пухса калаҫас килетчӗ, вӗсене кашни ялти пекех хавхалантарас килетчӗ, анчах ку ӗҫсене тума алӑ ҫитмерӗ.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак инструкцирех салтаксене хавхалантарас тӗлӗшпе ҫакӑн пек мероприятисем туса ирттерме хушнӑ:Для поднятия упавшего духа солдат инструкция предлагала следующий метод:
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.