Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫса (тĕпĕ: уҫ) more information about the word form can be found here.
— Карт уҫса парам-и сана, Кулюкка? — йӑпӑлти чӗлхепе ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫатмине уҫса пӑхрӗ те хӑраса ӳкрӗ: хӗрле хут укҫасем нӳрелсе кӑвакарма пуҫланӑ!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сцена ҫине юрлама ял хӗрӗсемпе Литваран, Латвирен, Мускавран килнӗ хӗрсем тухса тӑнӑччӗ кӑна — урамра чан сасси янӑраса кайрӗ, тахӑшӗ клуб алӑкне уҫса пӑрахрӗ:

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хапхана пӗр сассӑр уҫса, Петӗрпе Варук бригада ҫурчӗн картишне кӗчӗҫ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ӑнсӑртран урамра тепре тӗл пулсан, паллайӑп-ши?.. — пӗр самант куҫне хупса ларнӑ хӗр, уҫса хунӑ кӗнеки ҫинчен мансах кайса. — Кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӳхе хура куҫ харшиллӗ. — Кӗтсе ларма хушрӗ-ха. Килет-и, ҫук-и — курӑпӑр. Ятне ыйтмаллаччӗ иккен», — сумкинчен пӗчӗк тӗкӗр кӑларса, хӑй ҫине пӑхса илнӗ Роза.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Автоматпа перкелесе, хӑйсене ҫул уҫса, малалла ыткӑнчӗҫ Ивансем.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, алӑк хыҫҫӑн алӑк уҫса, виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эп ак кунта пурӑнатӑп, — терӗ Сӑпани, пӗр пӳлӗм алӑкне уҫса.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳсеймерӗ Хура Ҫимун, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, картиш енчи чӳречене уҫса, чӗлӗм туртса ячӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякри тӑванӗ килнишӗн хӗпӗртенӗ Сантӑркка, нӳхрепе анса, тӑварланӑ хӑяр, шур кӑмпа, услам ҫу илсе тухрӗ, сӑмавар хупкӑчне уҫса, шурӑ питшӑлли ҫине теҫетке ҫӑмарта хучӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Атя, атя, пӳрте кӗрер, — ҫӑрине йӑпӑр-япӑр уҫса, хӑнине малалла ирттерсе ячӗ Сантӑркка.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сантӑрккасен килне Ҫимун часах шыраса тупрӗ, вырӑсла хапхине уҫса, картишне кӗчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Трибуна ҫывӑхне пыма вӗсене халӑх ҫул уҫса пачӗ, пурте хыттӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл таҫтан пӗчӗк кӗленче савӑт туртса кӑларчӗ те, пӑккине пӑрса уҫса, кӗленчери тӑрӑ шӗвеке лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ҫӑтрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка ним пулман пек тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ, михӗ анине сарлакарах уҫса хучӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнтанах куҫлӑх тупса, ӑна питшӑлли вӗҫӗпе шӑлкаласа тӑхӑнчӗ те, виҫ кӗтеслӗ ҫырӑва уҫса, аула пуҫларӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫса вуларӗ те, чӗри ҫавӑнтах хытса ларчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Михха чӑматанне уҫса Хӗлип умне лартрӗ те: — Хаклӑ тус-йышӑм! Мӗн чухлӗ кирлӗ, ил! — терӗ.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самант хушшинче барон кӗсйинчен уҫӑ каларса илчӗ те, ун чӑматанне уҫса, саквояжри укҫана хӑй чӑматанне хучӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ такамран та телейлӗ,. — ырӑ кӑмӑлне уҫса каларӗ те Матӗрне Анука ыталарӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed