Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учительте (тĕпĕ: учитель) more information about the word form can be found here.
1930-мӗш ҫултанпах учительте вай хурать.

Help to translate

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

«Аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ педагогика ӗҫне тытӑннине хам ялта учительте ӗҫлени те кӑтартать.

Help to translate

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

1896—1903 ҫулсенче Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесне кӗрекен Пӑрӑнтӑк вулӑсӗнчи Элшел ялӗнче учительте ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑхӑр ял таврашӗнчи чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпчесе очерксем ҫырнӑ, сӑмахлӑхне пуҫтарнӑ.

Работая учителем в с. Альшеево Бурундуковской волости Буинского уезда Симбирской губернии, он тщательно изучал быт и нравы чувашей окружных селений, писал о них очерки, записывал образцы фольклора.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Сулагаев вара учительте, пӗр хушӑ вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ май пысӑк ҫӗр лаптӑкне хапсӑнман, ӑна анкарти те ҫитнӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп ахальтенех-им учительте ӗҫленӗ?

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унӑн ашшӗ учительте ӗҫленӗ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухсан икӗ ҫул ялта учительте ӗҫленӗ те Шупашкара кайнӑ, хаҫат редакцине ӗҫе вырнаҫнӑ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтан вӑл ялта учительте ӗҫленӗ, вӑтӑрмӗш ҫулсем варринче Шупашкара куҫса килнӗ, кӗнеке издательствинче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Иван Васильч пирӗн ялта учительте ӗҫлетчӗ, пирӗн Гурие те вӑлах вӗрентсе кӑларнӑ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пултаруллӑ ентеш тӗрлӗ ҫулсенче ял Канашӗн секретарӗнче, вулав ҫурчӗн заведующийӗнче, райколхозсоюз инструкторӗнче, райфо пуҫлӑхӗнче, учительте, ВКП(б) Елчӗк райкомӗн агитмассӑллӑ ӗҫ пайӗн заведующийӗнче, пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ.

Help to translate

Общество ӗҫченӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%be%d0%b ... b5%d0%bde/

Чӑнах, Ула Тимӗр панӑ сӑмаха тытрӗ, йӗркеллех учительте ӗҫлеме пуҫларӗ, кил-ҫуртне те юхӑнтарса ямарӗ, ҫӑтӑр-ҫӑтӑрах тытрӗ, анчах хӑраха, урҫана юлса, пат пӗччен, камантайла та аскетла пурӑнса, вунӑ ҫул хушшинче шалтан самаях улшӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Паян эпӗ ҫирӗм виҫӗ ҫул каярах пӗрле учительте ӗҫленӗ Анна Капитоновна патне кайса куртӑм, — терӗм эпӗ, Тӗрлемес шкулӗн учительсем ларакан пӳлӗмне пырса кӗрсен.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Яманчӳрел, Тӗмер шкулӗсенче учительте, кайран суту-илӳре ӗҫленӗ, мӑшӑрӗпе йышлӑ ача-пӑча ҫитӗнтернӗ.

Help to translate

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Пӗрре ӑна упӑшки чиркӳре мар, кунтан таҫта аякри вырӑс шкулӗнче учительте ӗҫленӗ пек, хӑйне вара хальхи пек ҫӗрӗн-кунӗн пӳртре питӗрӗнсе мар, пӗр-пӗр пысӑк театрта артистсем вылянине пӑхса ларнӑ пек туять.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Малтанласа вӑл матушкӑна часах кунтан инҫе ҫӗре куҫса кайса шкулта учительте ӗҫлеме пуҫласси, унта вӗсене телейлӗ те савӑнӑҫлӑ, ирӗклӗ пурнӑҫ кӗтни ҫинчен каласа йӑпатрӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн яла учительте ӗҫлеме килнӗ.

Help to translate

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл та пирӗн ялтах учительте ӗҫлеме тытӑнать.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Михаил Степанович кӑҫал хамӑр ялта учительте ӗҫлеме пуҫлать.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Малашне, акӑ, Михаил Ҫтепанчӑ хамӑр ялта учительте ӗҫлеме пуҫлать.

Help to translate

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Енри шкулсенче тата Магадан облаҫӗнче учительте ӗҫленӗ.

Работал учителем в школах Чувашии и в Магаданской области.

Зоя Нестерован кӗнеки кун ҫути курнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33739.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed