Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӳкерчӗкӗ ку ӑсра пит чӗррӗн те калама ҫук уҫҫӑн тухса тӑчӗ те, Ромашов, тахҫантанпах ӗнтӗ пысӑк утӑмсемпе хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн хӑлаҫлаканскер те тарӑннӑн-тарӑннӑн сывлаканскер, сасартӑк тӑрӑлтатсах чӗтӗренсе илчӗ, хӑраса кайнӑран вырӑнӗнче тӑпах чарӑнчӗ, — чышкисем унӑн, шӑнӑр туртса хутлатнӑ евӗр, ҫатӑринех чӑмӑртаннӑччӗ, чӗри хыттӑн-хыттӑн тапатчӗ.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
И пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхрӗ те ҫӑмӑл утӑмсемпе килтен тухрӗ.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Юлашкинчен Давыдовӑн тӳсӗмӗ пӗтсе ҫитнӗ: хӑйӗн чавсине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ Лушкӑн тӗксӗм пӳрнисене ҫемҫен вӗҫертсе, вӑл: «Каҫар, манӑн вӑхӑт ҫук, васкамалла», — тенӗ те пысӑк утӑмсемпе малалла утнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑрахчен пӑхнӑ патша хӑйӗн вилӗ савнийӗ ҫине, унтан пурнӑҫ ӑшшине ҫухатма пуҫланӑ ун ҫамкине пӳрнисемпе хуллен сӗртӗнсе илнӗ те васкаман утӑмсемпе пӳлӗмрен тухнӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кондрат йӑл кулса ячӗ те, тайкаланса пысӑк утӑмсемпе суха касси тӑрӑх утса кайрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑватӑ хӗрарӑм ӑна аллисенчен ярса илнӗ, пиллӗкмӗшӗ пысӑк шалча тытнӑ та хыҫалтан утса пырать; сылтӑм енче, пӗтӗм кӗлеткипе лӑстӑр-лӑстӑр силленсе, Игнатенок амӑшӗ арҫынла пысӑк утӑмсемпе утӑмлать, сулахай енче вара, пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнсене пайланса, ытти хӗрарӑмсем талпӑнса пыраҫҫӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл, тӗлӗкри пек, тайкаланса, тӗрексӗр утӑмсемпе утса тухрӗ…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Унтан Гаврила, йӗпе картузне хывса, сӑхсӑхса илчӗ, ывӑҫне чӑмӑртанӑ укҫисем ҫине пӑхса, ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн сывларӗ, вӗсене хӗвне пытарчӗ, вара, шултра та ҫирӗп утӑмсемпе, Челкаш кайса ҫухалнӑ еннелле мар, тепӗр еннелле, ҫыр хӗррине утса кайрӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Савнӑ тусӑм! — ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ вӑл кайран, вара, ун хулпуҫҫинчен уртӑнса, ҫирӗпех мар утӑмсемпе килне ҫитрӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольгӑн, утнӑ май, сӑнӗ улшӑнса пычӗ, сайран та лӑпкӑн сывлама пуҫларӗ те каллех виҫеллӗ утӑмсемпе утса кайрӗ; Хӑй каланӑ «нихҫан та» Обломовшӑн таса тивӗҫлӗх пулнине курчӗ вӑл, ҫавӑнпа та унӑн капланса килнӗ ҫилли хуллен-хулленех сӳрӗлчӗ, вӑл Обломова хӗрхенме пуҫларӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑвӑрт, тӗлӗнмелле сикерех пыракан тӳрӗ утӑмсемпе утса, туйи ҫине ҫӑмӑллӑн тайӑнса пычӗ.Он шел быстро, странной, прямой, подпрыгивающей походкой, легко опираясь на палку.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вайснер аптекӑра ҫук пулсан, вӑл ытла ҫирӗпех мар утӑмсемпе коридорсем тӑрӑх вӗттӗн-вӗттӗн утать, хӑйӗнпе хӑй калаҫса пӗрмай енчен енне пӑхкалать.
Тӗрмери фельдшер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Ҫухатусем пысӑк, — терӗ те вӑл юлашкинчен тарӑхса, мӑйӗ ҫинчи плащ-палатка кантӑрисене салтса ҫыхрӗ, анса ларнӑ атӑ кунҫисене туртса хӑпартрӗ, унтан, автомачӗпе сулкаласа, сарлака утӑмсемпе малалла чупса кайрӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ну, тӑхта, шуйттан ҫури, — тенӗ те вара Биденко ҫилӗпе, шофера кӑштах кӗтсе тӑма ыйтса, пысӑк утӑмсемпе, хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, Ваня хыҫҫӑн вӑрманалла утнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Апла пулсан ҫӳп-ҫап ыйтӑвӗ, пӗчӗк утӑмсемпе пулин те, уҫӑмланса пырать.
Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Тен, малашлӑхра пьедесталӑн тата ҫӳллӗрех картлашки ҫине хӑпарма май килӗ; Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне сулмаклӑ утӑмсемпе аталантарассине хуҫалӑхсем пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Ҫавӑн пек пӗчӗк, анчах та ҫирӗп утӑмсемпе утрӑм пурнӑҫ ҫулӗпе, кайран хамӑр ӗҫпе ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр.
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Мехпарка пуянлатса пырать, агротехникӑна пӑхӑнса ӗҫлет, малашлӑха ҫирӗп утӑмсемпе утать – ҫак сӑмахсем пӗтӗмпех «Янгорчино» хуҫалӑх пирки.
Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet
Республика Пуҫлӑхӗ уяв кунӗ пулнине пӑхмасӑр, Пушкӑртстанра татса паман ыйтусем пуррине пытармарӗ, ҫапах та республика ҫирӗп утӑмсемпе малалла аталаннине палӑртрӗ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15
Ҫапах вӑл пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илсе малалла та ҫирӗп утӑмсемпе утассинче иккӗленӳ ҫук.
Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18