Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑмра (тĕпĕ: утӑм) more information about the word form can be found here.
Кунта ӗнтӗ ҫамрӑксем ытларах юлнӑ, ҫавӑнпа кашни утӑмра кулӑ та шӳтлӗ сӑмах янрать.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан вӑл пӗр пилӗк утӑмра шатӑртаттарса иртсе каякан Ятмана темскер кӑшкӑрчӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн уҫать-ши ҫынсен кӑмӑлне — янкӑр уяр ҫанталӑкпа улӑх илемӗ-и е пӗрлешӳллӗ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ — кашни утӑмра хаваслӑ кӑмӑл вылянине куратӑн.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем пекчӗ ку: хӑтӑласчӗ часрах Левентей «хӳтлӗхӗнчен», кашни утӑмра ӑна пуҫҫапас марччӗ.

Help to translate

ХХI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫма ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйӗнчен пӗр утӑмра Ятман тӑнине курах кайрӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ма килтӗн? — терӗ вӑл унран темиҫе утӑмра чарӑнса тӑрса.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫав ура хурса пырать мана кашни утӑмра, — тарӑхса калаҫрӗ хан.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла, кунта пирӗн пуҫ ҫийӗн снаряд ҫурӑлман, пульӑсем шӑхӑрман, анчах вилӗм кашни утӑмра юнашарах ҫӳретчӗ.

Help to translate

Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/

Кашни утӑмра илӗртекен япаласен витӗмне ан лекӗр.

Соблазнам, которые будут вас преследовать на каждом шагу, лучше не поддаваться.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ан пӑшӑрханӑр, кӗҫнерникун лару-тӑру лайӑхланӗ, вӗсем сирӗнпе кашни утӑмра канашлама пуҫлӗҫ.

Не переживайте, ведь в четверг ситуация заметно улучшится, и сослуживцы начнут советоваться с Овнами по каждому поводу.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— «Ара, унта кашни утӑмра ҫӗлен йӑшӑлтатать», — хирӗҫлеме пӑхнӑ Али-Бей.

Help to translate

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пилӗк-ултӑ утӑмра пӑлхар хӗрӗ, Аспарӑн хӗҫне тытса тӑрать.

Help to translate

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр ҫӗр аллӑ утӑмра пысӑк ҫар тӑрать.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чапкун вӑл бӗчӗк ачапа пӗрех, ӑна кашни утӑмра сӑнаса тӑмалла.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Сахвине урам урлӑ ларакан, ялан куҫа курӑнса тӑракан чалӑш пӳртри Ятламаспа амӑшне кунӗн-ҫӗрӗн ылханать, Ятламасӗ вара хӑйне хирӗҫ чалӑш пӳртри катӑк шӑллӑ карчӑкпа унӑн чӗмсӗр упӑшкине кашни утӑмра тӗнчери чи усал та киревсӗр сӑмахсемпе асӑнать.

Help to translate

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сан ҫинчен вӑл кашни утӑмра эт сарать — хурлать, хурлать, вӗҫӗмсӗр хурлать.

Help to translate

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ пур — ун ҫинчен шухӑшласа ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑн, кашни утӑмра унпа тӗл пулу шыратӑн, хӑвӑн телейсӗр шӑпуна ылханса шыва сиксе вилме хатӗр, вӑл, ӑшҫунтармӑш, ним пулман пек лӑпкӑн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр иртсе каять, куҫ хӳрипе те пӑхса илмест сан ҫине.

Help to translate

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ерипентерех пынӑ май хӑй хӑҫан киле ҫитме пултарасса шутласа утрӗ Павлуш: вӑтам шутпа илсен, кашни утӑмра тӑватӑ шит, шитре тӑватӑ вершук, вунултӑ вершук пӗр аршӑн, виҫӗ аршӑн утсан, чалӑш пулать; ҫухрӑмра пилӗкҫӗр чалӑш.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевичпа Виктӑр пӗр-пӗринчен вунӑ утӑмра лараҫҫӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ик утӑмра тӑр, патне ан пыр, — хытарса каларӗ фельдшер.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed