Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑшманӑн йывӑр утти айӗнче хӑйӑр ҫывӑхрах та ҫывӑхрах кӑчӑртатать.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Дмитрий ман пӳлӗме кӗрсе тӑрсанах, унӑн пичӗ, утти тӑрӑх тата ҫиленнӗ чух яланах куҫне хӗссе, питне-куҫне илемсӗрлетсе, галстукне тӳрлетесшӗн пулнӑн пуҫне айккинелле пӑркаланинчен эпӗ вӑл сивлек те кутӑн кӑмӑллӑ пулнине ӑнлантӑм; вӑл хӑйне хӑй кӑмӑлсӑрланнӑ вӑхӑтра яланах ҫакнашкал пулать, ҫакӑ мана унран палӑрмаллах пистерет.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пуринпе те ытти ҫынсем евӗрлех калаҫать, эпӗ те унпа паллашрӑм, анчах ҫапах та мана унӑн утти, тути хусканӑвӗсем тата хура куҫӗсем темле тӗлӗнмелле те магнитлӑ пек туйӑнчӗҫ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн хусканӑвӗсем тата утти тӑрӑх эпӗ вӑл пӑлханнине асӑрхатӑп.По движениям и походке его я замечал, что он был в волнении.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнле йӑрӑс та илемлӗ унӑн пӗвӗ, мӗнле ырӑ утти!
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Антун мучин утти пӗрре те апла мар.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Йывӑҫ ураллӑ ҫынӑнни пек, ун утти сасартӑк ерипенленчӗ, йывӑрланчӗ.Шаги у него вдруг стали медленные и тяжелые-тяжелые, как будто он на протезах ходил.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Кашнин хӑйӗн утти.
Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӗлетки, утти — персе янӑ ухӑ йӗппилле — вӗри те тӗллевлӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр Тиунов кӑна сасартӑках юсавланчӗ, яштах тӳрленчӗ, утти те унӑн хӑвӑртланнӑ пек туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унӑн утти.
Ҫапла пурӑнаҫҫӗ вӗсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Ак ҫакна курнӑ-и эсир, ҫӗленсем? — вӑл кивӗ сехетӗн маятникӗ шакканӑ евӗр васкавсӑр та пӗр пек утӑмпа утакан хуралҫӑн утти илтӗнекен еннелле пӳрне хушши кӑтартнӑ.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Ӑна аякранах унӑн гвардеецӑнни пек утти тӑрӑх, вилӗмсӗр ҫӑлтӑрлӑ чаплӑ пилотки тӑрӑх палласа илеҫҫӗ.Издали узнают по гвардейской походке, по знаменитой пилотке с бессмертной звездой.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Рустамов чарӑнчӗ, унӑн утти илтӗнми пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хуран наянӑн хускалчӗ те каллех йывӑррӑн анса ларчӗ, ҫав вӑхӑтрах Никита рабочисем хушшинчен ашшӗ утса тухнине курчӗ, унӑн утти те, сӑнӗ те палламалла мар улшӑннӑ, — вӑл пӗр аллипе, сухалӗ айӗнчен пырне тытса, тепринпе, суккӑр ҫын пек, сывлӑша хыпашласа утать; ватӑ тӗртевҫӗ ун хыҫҫӑн сиккелесе пырса: — Ҫӗр ҫи, ҫӗр… тесе кӑшкӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ват ҫӑхан пӗчченех тинӗс урлӑ каялла тинӗс утти ҫине таврӑнать.
Ҫӑханпа чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Унтан вара амаҫури патша хӗрне тинӗс утти ҫине леҫсе яртарнӑ.
Ылтӑн ҫӳҫлӗ патша хӗрӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тинӗс утти ҫине ҫынсем хаклӑ йышши чул пуҫтарма кайнӑ.
Телей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл, карлӑксенчен тытса, утрӗ аран, утти тӑйлӑк-тайлӑк унӑн ҫӗрле.Он шел, держась за прутья перил, сбивался впотьмах косоного.
Ӗненӳсем улшӑнни // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 117–119 с.
Тӑвӑр юбка, ҫӳллӗ кӗлеллӗ туфли тӑхӑннӑ хӗрарӑмсен утти аял кӗлеллӗ спорт пушмакӗпе е спорт кӗпи-тумӗпе чухнехинчен ҫӑмӑл.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.