Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уттинченех (тĕпĕ: утӑ) more information about the word form can be found here.
Петӗре уттинченех палларӗ вӑл:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уттинченех палларӗ ӑна Карлай.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик лӑпкӑ маррине унӑн уттинченех сисет Григорьев, Ультӳҫ инкен йӑмрисем айӗнче вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ.

Старик неспокоен, Григорьев видит это по его походке, остановились возле ветел у домика тетушки Ульдусь.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мишка ӑна уттинченех палларӗ те, старике итлесе пӗтермесӗрех, тӑлӑп ӑшӗнчен шуса тухса, ӑна хирӗҫ чупса кайрӗ.

Мишка узнал его по походке, выскользнул из тулупа и, не дослушав старика, побежал навстречу.

23. Ҫаврӑма пӗтерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Петро кӗҫӗн чинран ӳснӗ офицер иккенне атаман уттинченех уйӑрса илчӗ.

Атаман еще по походке узнал в Петре офицера — выходца из нижних чинов.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стефчов ҫавӑ Милка иккенне уттинченех уйӑрса илчӗ…

Стефчов по походке узнал Милку…

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Эпӗ ӑна уттинченех паллатӑп: хӑма сарнӑ ҫулпа кам та пулин утни тӳрех илтӗнет.

— Я знаю и шаги их; по деревянной мостовой слышно, как кто идет.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed