Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗҫлессе те вӑл нимӗн те ӗҫлесшӗн пулман курӑнать, утасса та темле тата вӑраххӑнрах, сӳрӗккӗн, йывӑрланса кайнӑ пек утнӑ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Утасса вӗсем урам тӑрӑх мар, пахчасем, садсем витӗр утнӑ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Утасса е мӗн те пулин тӑвасса майор хуллен те ҫав тери тӗплӗн туни сисӗнет.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Аллисене хыҫалалла тытнӑ, пуҫне усса антарнӑ, утасса та, ҫу вӑрланӑ кушак патак ҫиессе кӗтнӗ пек, хӑракаласа ҫеҫ утать.Руки заложил назад, опустил голову и шагал, словно ожидающий удара вороватый кот.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ротӑра ытти салтаксем те ирӗксӗрех ун пек чипер пулма, яланах тирпейлӗ ҫӳреме, начальнике рапорт панӑ чух хӑйсене ун пек тыткалама, утасса та ун евӗр утма, ҫӗлӗке пӑртак ҫамка ҫинерех те чалӑшрах тӑхӑнма тата вӑл пиҫиххине туртса ҫыхса, кайран гимнастерки хӑмпӑланса ан тӑтӑр тесе, пысӑк пӳрнисемпе майланӑ пек майлама хӑтланса пӑхнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Утасса паҫӑрхи пекех умлӑн-хыҫлӑн утрӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӗсем, пӗр тапхӑр чупса, лап йӑванмаҫҫӗ, утсах пыраҫҫӗ, утасса та ытти атакӑсенчи пек тӳрӗ тӗллесе утмаҫҫӗ, уй тӑрӑх тӗрлӗ еннелле, урлӑ-пирлӗ пыраҫҫӗ, темиҫе ҫын пӗр вырӑна пухӑнать те, тем ҫинчен канашланӑ пек, пӗр вӑхӑт вырӑнтан тапранмасӑр тӑрать.
IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Сисместӗн те — кӑмӑл та эрлӗк вара, утасса та вара — асӑрханса утан.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чанах та, Морозов кайри урисем ҫинче ҫӳреме вӗреннӗ пысӑк йытӑ евӗрлӗ пулса кайрӗ; унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫунса кайнӑ ӳчӗ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ пулмалла, хӑш чух вӑл пуҫне Татьянӑн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн шӑлӑнмалли тӗклӗ алшӑллийӗпе чалмапа чӗркенӗ пек чӗркенӗ, — Морозова ӑна Митя панӑ; темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, Захара лапчӑтса лартса, ӑна пӗвӗпе лутрарах туса хунӑ; утасса мӑнаҫлӑн, Экке исправникӗн самӑр помощникӗ пек утнӑ, пуҫ пӳрнисене ҫӗтӗлсе пӗтнӗ салтак йӗмӗн пиҫиххийӗ хушшинче тытнӑ, ытти пӳрнисене пулӑ хӑй ҫуначӗсене хускатнӑ пек хускаткаласа, унӑн-кунӑн кӑшкӑркаланӑ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Утасса вӑл пуҫне пӗр хускатмасӑр утнӑ, унӑн сӑмси ҫинче хулӑн кантӑклӑ куҫлӑх пулнӑ пулсан та, вӑл курман, хыпашласа, урайне туйипе шаклаттарса, сылтӑм аллине малалла тӑсса шунӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл ҫӳллӗ ҫын, урисем тӑсмака, утасса талпӑнса утать, вӑрӑм аллисене ҫурма авӑнчӑкрах тытать — халь-халь мӗнле те пулин шатраллӑ ҫамкине лаппипе тенӗ пек куҫ харши пуснӑ та, арпалӑхран тинкерсе пӑхнӑ пек хура куҫӗ ҫеҫ йӑлтӑртатса пӑхать.
XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӳрессе кирек хӑҫан та каҫӑрӑларах ҫӳрет, утасса та ярӑнса, чеченӗн яра-яра пусса утать.И зимой и летом он ходит нараспашку; походка у него плавная и легкая.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл эрех сыпнине пӗрре пӑхсах чухлама пулать: хӗрӗнкӗ пуҫпа вӑл яланхи пек мар — урине чӗркуҫҫи тӗлӗнче ним чухлӗ те хутлатмасӑр каҫӑрӑлса утать; утасса, ҫип ҫапна йӗрпе пынӑ пек, пӗр пӑркаланмасӑр та тайӑлмасӑр, куҫӗ тӗлне палланӑ ҫынсем пулсан та, вӗсене пӑхмасӑр, чӑлт тӳррӗн утать.
VIII. Кӗрекеҫра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Утасса та вӑл ҫирӗппӗн, пӗр хӑйне кӑна илтӗнекен кӗвӗ ҫеммипе пынӑ пек утать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл ҫамрӑкланса кайрӗ пулас, утасса та ҫӑмӑлрах утрӗ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Утасса эпӗ ҫӗрле ҫеҫ утрӑм, кӑнтӑрла ӑҫта та пулин пытанса ҫывӑртӑм; килтен эпӗ ҫӑкӑрпа какай чиксе тухнӑччӗ, ҫул ҫинче ҫиме вӗсем ҫителӗклех пулчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Утасса утать те, халлӗхе хытӑ чупма юрамасть.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Утасса вара Оська майлах утать.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Вӑл кулкаласа ҫеҫ тӑрать, утасса та ҫӑмӑллӑн утать, хул хушшине хаҫатпа чӗркенӗ ҫунат тытнӑ.Он был весел и шагал бодро, держа подмышкой также обёрнутое газетой крыло.
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Унсӑр пуҫне, ҫав кӑлтӑксем вырӑнне унӑн ҫӑмӑл та ҫамрӑк, тӗрекле ӳт-пӳ, Аникее ӑсран яракан тӑп-тӑп каҫӑр кӑкӑр, чавса патӗнче ачаш путӑклӑ, хресчен хӗрарӑмӑнни пек мар кӑпӑшка та шурӑ алӑсем пулнӑ, утасса вӑл ярӑнса, кушак пек ҫемҫен утнӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.