Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ут the word is in our database.
ут (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Вӑл нихҫан та коновод пулман, хӑйӗн утне ачаш тыткаланӑ, ӑна питӗ тӑрӑшса пӑхса усранӑ, анчах Григорий яланах ҫакна асӑрхать: вӑл, хӑйӗн яланхи йӑлипе пилӗкӗ ҫумне чӑмӑртаса тытнӑ аллисене хускатмасӑр, учӗ патне пыма пуҫласанах, учӗн ҫурӑмӗ хумханса чӗтренсе илет: ут сехреленме тытӑнать.

Он никогда не был коноводом, со своим конем обращался ласково, холил его заботой, но всегда замечал Григорий: как только хозяин подходил к коню, по привычке не шевеля прижатыми к бедрам руками, — по спине коня волною шла дрожь: конь беспокоился.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— «Паҫӑр утпа чупнӑ чух Кӗҫ иртетчӗ хушка ут, Урхан терӗҫ вӑл ута, Ҫав Урха-и сан йысну?»

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑкшамартан хӑйне кӗтсе илме тухнӑ княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем патне ҫитсен хан утне чарчӗ, ут ҫинчен анмасӑр кӗтсе илекенсене те утсем ҫинчен анма хушмасӑр пуринпе те ыталашса тухрӗ.

Help to translate

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялӑн Анаткас вӗҫне ҫывхарсан ҫеҫ, хайхи ҫӳрен ут пӗр аяккинелле тапса сикрӗ, унтан, пӗтӗм вӑй-халӗпе туртӑнса, урисене ҫӗре тивертмесӗр тенӗ пек вирхӗнсе, хура ут умне тухрӗ те хӑйӗн тӑсмака пӗвӗпе Нямаҫ учӗн ҫулне пӳлчӗ хучӗ.

Когда они достигли Нижней улицы, рыжая ловко вильнула вбок и, рванув изо всех сил, не касаясь ногами земли, вихрем понеслась вперед, обогнав Нямася, она заслонила путь его лошади.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пичӗ ун саррипех, аллисем вилнӗ ҫынӑнни пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, — ҫапах та вӑл утать… ҫапла! утать; ут утлантарсан, тӳп-тӳрӗ ларчӗ, хыпашласа чӗлпӗр тупрӗ.

Лицо его было мертвенно и руки висели, как у мертвеца, но он переступал… да! переступал ногами и, посаженный на коня, держался прямо и ощупью нашел поводья.

XIII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

«Яланах ҫӗтӗлекен хаяр ҫын пулас ку», — тесе шухӑшларӗ Григорий, пиччӗшӗ еннелле йӑл кулса тата есаулӑн вырнаҫуллӑ ҫирӗп кӗлеткипе ун айӗнчи курпун сӑмсаллӑ учӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илсе; вӑл утланнӑ ут калмык учӗсен ӑрӑвӗнчен пулас.

«Хрипатый, должно, и злой», — подумал Григорий, улыбаясь брату и оглядывая мельком крепко подогнанную фигуру есаула, горбоносого коня под ним, калмыцкой, видно, породы.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ялта пӗр пилӗк ҫын е вунӑ ҫын Лойкона вӗлерес тесе тупа туманни ҫав таврашсенче пӗр ял та пулман, анчах Лойко пурӑннӑ та пурӑннӑ; пӗр-пӗр ут унӑн кӑмӑлне кайнӑ пулсан — ҫав ута хураллама салтаксене пулкипех тӑратсан та, пурпӗр Зобар вӑл ут ҫине утланса ӑна ташлаттарса ҫӳретех!

Не было по тем краям деревни, в которой бы пяток-другой жителей не давал богу клятвы убить Лойко, а он себе жил, и уж коли ему понравился конь, так хоть полк солдат поставь сторожить того коня — все равно Зобар на нем гарцевать станет!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

«Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет», - теҫҫӗ чӑвашсем.

Help to translate

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Эреш мӗне асилтернине пӑхса ят панӑ: «ут ҫамки», «пилеш ҫулҫи тӗрри», «ут», «пӑлан мӑйраки» т. ыт. те.

Help to translate

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ут, ут, сысна! — усаллӑн пӑхса, сержант аллинчи туяна аяккалла ывӑтрӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хумкка мучи, вӑхӑт-вӑхӑт урапа ҫинчен шӑвӑнса анса, ытти лавсемпе юнашар утать, ут таврашсене тыткаласа тӗрӗслет, юсакалать, ҫамрӑк лавҫӑсем шӑрӑхра тӗлӗрсе-ҫывӑрса ан кайччӑр, тет.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ут, ут хӑвӑн ҫулупа!

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваттисем «Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет», тенӗ, хастар ҫамрӑксенчен ыттисем те тӗслӗх илсен аван пулмалла.

Help to translate

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Ут та ут, шухӑшла, вӗркӗч пек хашлат та хашлат.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ырӑ ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет» социаллӑ проект хатӗрлерӗмӗр.

Help to translate

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет, тенӗ.

Help to translate

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр вӗренрен пушансанах ут купарчи ҫинче тытӑнса тӑраймарӗ, шуса анчӗ, анчах ҫав чукмар алӑсемех ӑна ҫӗре ӳкме памарӗҫ, йӑтса илчӗҫ те хӑй учӗ ҫине лартрӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу мӗн пулнине те сиссе юлаймарӗ, хыҫалтан хӑвалакан ут самантрах каярах юлнӑ Карлай учӗпе танлашрӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Камӑн ут пур — вӗсем учӗсемпе ӑмӑртма хатӗрленчӗҫ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун ҫумӗнчех тепӗр ут Кӗҫ иртес пек туйӑнать: Хушка пуҫлӑ ҫӳрен ут Маттур юлан тыткалать.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed