Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усӑ the word is in our database.
усӑ (тĕпĕ: усӑ) more information about the word form can be found here.
Ҫавна май пирӗн пушшех тирпейлӗ, перекетлӗ пулмалла, пур-ҫук укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курса пӗтӗм ӗҫе тӗплӗ тумалла пек.

Help to translate

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫавӑнпа сирӗнтен ӗҫре те усӑ нумай пулаймӗ.

Help to translate

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех вӑл, вӑхӑт пуррипе усӑ курса, сӗт пахалӑхне тӗрӗслемелли прибора та кӑтартрӗ.

Также, пользуясь свободным временем, он показал прибор для проверки качества молока.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

– Килти выльӑхпа усӑ курни пӗчӗк продуктивлӑ пӑру илнипе пӗрлех ерекен чирсем – виброз, трихомоноз, летоспироз сарӑлас хӑрушлӑха та ӳстерет, ҫавӑнпа та ӗнесене искусствӑлла майпа лайӑх вӑрлӑхпа пӗтӗлентермелле, – асӑрхаттарса каларӗ выльӑх тухтӑрӗ.

- Использование домашних животных вместе с рождением малопродуктивных телят, увеличивает опасность распространения заразных болезней - виброза, трихомоноза, летоспироза, поэтому коров нужно оплодотворять искусственным способом хорошим семенем, - с предупреждением сказал ветеринар.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе – регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер – каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелениӗ «ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

— Районта усӑ курман ҫӗрӗн кашни тӑваткал метрне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессе шанса тӑратӑп, — терӗ С. Артамонов канашлура ҫак ыйтӑва ҫивӗчлетсе.

Help to translate

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Счет ҫине кӗнӗ кӗмӗле районти шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсен пурлӑх базине ҫирӗплетме, йывӑр шӑпаллӑ ҫемьесене пулӑшма, спорт тумӗсене туянма тата ытти сӑлтавпа та усӑ курнӑ.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Пӗлтӗр кӑна тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме архиври 136 документа усӑ курма панӑ.

Только в прошлом году для проведения исследовательских работ выдано 136 архивных документов.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2013 ҫултан электрон мелӗпе усӑ курмалли программа ӗҫлеме пуҫланӑ /VIP NET Деловая Почта/.

С 2013 года действует электронная форма взаимодействия (VIP NET Деловая Почта).

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

1935 ҫулта районти ӗҫ тӑвакан комитетӑн (райисполком) тата ун пайӗсен, ял совечӗсен, хуҫалӑхсен материалӗсемпе усӑ курас тата упраса хӑварас тӗллевпе пирӗн районта архив йӗркеленӗ.

Help to translate

Район кун-ҫулӗ - архиври документсенче // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Вӑл электроприборпа усӑ курнӑ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман.

При пользовании электроприборами он не соблюдал правила пожарной безопасности.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чукун ҫулӑн пурте усӑ куракан тӑршшӗ - 396, предприятисен вӑл 312 ҫухрӑмпа танлашать.

Help to translate

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ меслетпе усӑ курса ҫак ыйту хуравне палӑртатпӑр.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Сӑмах май, вӑл ертсе пыракан вулавӑш паян та Таланцевсен библиотекинчи кӗнеке шкапӗсемпе усӑ курать.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Уйрӑм шкулсене хупасси пирки калас-тӑк ку - ирӗксӗр йышӑнакан мера, ҫапах эпир ҫак мелпе ачасене шкул автобусӗпе юнашар вырнаҫнӑ пысӑк шкулсене илсе ҫӳреме май пур ҫӗрте ҫеҫ усӑ куратпӑр: вӗсенче классем тулли, профиль вӗренӗвне те суйлама пулать.

Help to translate

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Перспективӑн» тӗллевӗ - регионсенче обществӑна усӑ кӳрекен ӗҫсем тӑвакан тата граждансен хушшинче пысӑк хисепе тивӗҫнӗ хастарсене тупса палӑртасси, малашне ҫитӗнӳ тума майсем туса парасси.

Help to translate

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Наркобизнес хальхи телекоммуникаци мелӗсемпе усӑ курса хӑйӗн ылханлӑ таварне сутмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ майсем шыраса тупать.

Наркобизнес находит новые каналы сбыта, применяя современные телекоммуникационные возможности.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Шӑп ҫавӑн пек текстсен пуххипе усӑ курса тӗнчери чи паллӑ онлайн куҫаруҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ те.

Именно с такими базами текстов известные мировые онлайновые переводчики и работают.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Унӑн тӗп тӗллевӗ — чӑвашла-вырӑсла пӗрешкел текстсене пухасси, вӗсемпе усӑ курса чӑвашла-вырӑсла е вырӑсла-чӑвашла куҫаруҫӑ тума пулӑшасси.

Его главная цель — создание базы параллельных чувашско-русских текстов, помощь в создании с ее помощью чувашско-русского или русско-чувашского переводчика.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

«Усӑ курман ҫӗрсене ҫаврӑнӑша мӗнле кӗртесшӗн? Уйрӑм районсенче ҫавнашкал лаптӑксем 7 пин гектар таранах. Ку вара - муниципалитет бюджетне пуянлатмалли тӗп ресурс», - тенӗ вӑл.

Help to translate

Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed