Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӑйӑ вӗҫне пир уҫҫинчен вун тӑваттӑмӗш ҫип тӗлӗнче кӑлар та икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине ил; икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине ил; икӗ ҫип урлӑ пӗр ҫиппине хӑйӑ ҫине хур та икӗ ҫип урлӑ каҫса хӑйӑ вӗҫне пир уҫҫине кӗртсе яр; вун иккӗмӗш ҫип тӗлӗнчен хӑйӑ вӗҫӗ тухтӑр та икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил хӑйӑ ҫине, икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил хӑйӑ ҫине, икӗ ҫип урлӑ пӗрне ил, икӗ ҫип урлӑ каҫса пир уҫҫинелле кӗртсе яр…
Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Кашниннех хӑйӗн связной пурччӗ, ун урлӑ вӑл «маяка» тата лагере хӑй тупнӑ сведенисене ярса тӑратчӗ: Кузнецов — Пӗчӗк Коля урлӑ, Гнедюк — Здолбуновӑри группӑн связнойӗсем урлӑ, Шевчук — Мажура урлӑ, Струтинский — Жоржпа Ядзя урлӑ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хир урлӑ, шыв урлӑ, вӑрман урлӑ, ту урлӑ…
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Казаксем тутарсем енчен абрексем шыв урлӑ карса тапӑнасса кашни сехетрех кӗтнӗ, уйрӑммӑнах май уйӑхӗнче — ку вӑхӑтра Терек тӑрӑхӗнчи вӑрман ҫав тери ҫӑра, ун витӗр ҫуран ҫынна ҫӳреме те йывӑр, юханшывӗ вара ӑшӑхланса юлать те, ун урлӑ хӑшпӗр вырӑнта утсах каҫма пулать; тата икӗ кун каярах ҫеҫ полк командирӗ патӗнчен юланутлӑ казак цыдулка кӳрсе панӑ, вӑл приказра, лазутчиксем урлӑ илнӗ хыпарсем тӑрӑх, сакӑр ҫынтан тӑракан ушкӑн Терек урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑнпа та уйрӑммӑнах сыхӑ пулма хушнӑ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
8. Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: 9. мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ, 10. ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ; 11. ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ; 12. Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ урлӑ иртнӗ, Шалиша ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, анчах выльӑхне тупайман; кайран вӗсем Шаалим ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, ама ашаксем унта та пулман; вӑл ӗнтӗ Вениамин ҫӗрӗ урлӑ иртнӗ, пӗрех тупайман.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ферт-оф-Форт урлӑ хывнӑ чукун ҫул кӗперӗ е Форт урлӑ хывнӑ кӗпер (акӑл. Forth Bridge) — Шотландин тухӑҫ ҫыранӗ патӗнчи Ферт-оф-Форт кӳлмекӗ урлӑ хывнӑ кӗпер.
Фёрт-оф-Форт чукун ҫул кӗперӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A4%D1%91%D ... 1%80%D3%97
Уйрӑм ҫуртсене газификацилес текенсен заявкӑна «Газпром газораспределение Чебоксары» АО сайчӗ урлӑ, «Шупашкарти газ валеҫекен Газпром» акционерлӑ обществӑн 14 газ участокӗнче, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗнче, газпа тивӗҫтерекен 26 абонент пунктӗнче, газификацин пӗрлехи операторӗн порталӗ, нумай функциллӗ центр урлӑ, Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ пама пулать.
Уйрӑм ҫуртсене газификацилесе пӗтерес ӗҫе вӑйлатаҫҫӗ // А.АРТЮКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9702-ujr-m-c ... -v-jlatacc
Эсир нимӗҫ фронтне тарма шут тытнӑ пулсан, сирӗн ак ҫакӑнтан Мускав урлӑ, Смоленск урлӑ, Брест хули урлӑ каймалли ҫул кун ҫути пекех паллӑ мар-и мӗн вара? — терӗ, карттӑ ҫине указкӑпа хыттӑн тӗртсе кӑтартса.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӗсем пӗчӗк килкарти урлӑ, унтан ансӑр урам урлӑ каҫнӑ, унтан татах тепӗр килкарти урлӑ каҫнӑ та пахчана тухнӑ.Они миновали маленький дворик, пересекли неширокую улицу и, пройдя ещё один двор, вышли на огород.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ӑстаҫӑ сулахайри хӗрринчи хура ҫиппине тытать те хури урлӑ, хури айӗпе, хӗрли урлӑ, хӗрли айӗпе, хӗрли урлӑ ҫӳретсе варрине ҫитерет те ӑна сылтӑмри ушкӑнпа пӗрлештерет; сылтӑм енчи хӗрринчи хура ҫиппине хури ҫийӗпе, хури айӗпе, хӗрли ҫийӗпе, хӗрли айӗпе, хӗрли ҫийӗпе ҫӳретсе варрине ҫитерет те сулахайри ушкӑнпа пӗрлештерет.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Тепӗр пилӗк минутранах экспресс инҫе ҫула тухса каять — Мускав таврашӗнчи шап-шурӑ юрлӑ хир урлӑ каҫать, Украинӑри ҫурхи ҫӗршыва курать, Днепр урлӑ каҫать, Киевпа Львовран иртет, Карпат тӑвӗсем урлӑ каҫать, вара чикӗре юхса выртакан тулли юхакан пӑтранчӑк шывлӑ Тисса ҫыранӗсем патне, Венгрин Аслӑ тӳремлӗхне, Хӗвелтухӑҫ Словакин ем-ешӗл ҫаранӗсем, картисем патне пырса тухать.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫумра мар Валя, юнашар мар, таҫта лере, тусем-сӑртсем урлӑ, хир-хир урлӑ, вӑрман урлӑ — инҫетре-инҫетре…И вижу я Валю не рядом, не перед собой, а там, где она и есть, — за горами, за долами.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Поликей хӑй ялта паллӑ, чыслӑ ҫын вырӑнӗнче те шутланман, ҫитменнине тата кунта ют ялтан куҫса килнӗ пирки ключница урлӑ та, буфетчик урлӑ та, приказчик, е горничнӑй урлӑ та улпут умӗнче ырӑ ят илеймен.
II // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Ҫав сенкер-кӑвак тӗрӗсем урлӑ, хӑмӑр пӑнчӑсем урлӑ, ҫав симӗспе сарӑ йӗрсем урлӑ вӑл хӑватлӑ ҫӗршывӑн пуян та ирӗк, анлӑ та вӗри, ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм туса пыракан пурӑнӑҫне курса тӑнӑ.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ку вырӑнта вара ту ҫинчен юхса анакан шыв урлӑ питӗ кӑсӑклӑ кӗпер хатӗрленӗ: ахӑртнех пӑрӑх хурсан вӑл хӑш-пӗр чухне вӑйлӑн юхса анакан шыв калӑпӑшне хӑй урлӑ ирттерсе ямӗ тенӗ ӗнтӗ, е шывпа анакан чулсемпе хупланса ларӗ тенӗ, ҫавна май шыва ҫул урлах юхмалла тунӑ.
Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html
Унӑн текех чиккисем ҫук ӗнтӗ: Германи Рейн урлӑ каҫнӑ; унӑн текех хӑйне хӳтӗлекен стенасем ҫук; Итали Альп тӑвӗсем урлӑ, Испани — Пиреней урлӑ ярса пуснӑ.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл, кӗрт ҫинчен шуса анса, юр урлӑ, пӑр урлӑ, палисадникӑн шӑн хӑмисем урлӑ каҫса тарчӗ.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Тетка карлӑк урлӑ, унтан такамӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ сикнӗ те, ложӑна пырса тухнӑ; тепӗр ярусне ҫитме ҫӳллӗ стена урлӑ каҫса каймалла; Тетка сикнӗ, анчах ҫитеймен те, стена тӑрӑх каялла шуса аннӑ.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Уйрӑм ҫынсем налуксене вырӑнти администраци касси урлӑ е банк ҫук чухне федераци почта ҫыхӑнӑвӗн организацийӗ урлӑ, ҫавӑн пекех патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне паракан нумай функциллӗ центр урлӑ тӳлеме пултараҫҫӗ, ҫав центрта Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн асӑннӑ ҫынсенчен налук тӳлевӗ валли укҫа-тенкӗ илмелли тата ӑна Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмне куҫарса памалли майсем йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 18 февраля 2019 г.