Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урах (тĕпĕ: ура) more information about the word form can be found here.
Халӗ те тӑп-тӑрӑ урах пек курӑнать.

Help to translate

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав хушӑра эпӗ урах каччӑпа паллашрӑм.

Help to translate

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Анчах салтаксем ҫапах та мана «непотул казанулуй» тесе чӗннисӗр пуҫне урах нимӗнле те каламаҫҫӗ.

Но солдаты все равно иначе меня не зовут, как «непотул казанулуй».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Автобус водителӗсем урах пулнӑ.

Отмечается, что водители автобусов были трезвыми.

Икӗ автобус ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34197.html

Пӗртен пӗр ывӑл вӗт — карчӑкӑн урах никама шанмалли ҫук.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ун ҫинчен хамӑртан урах сӑмах хушмӑпӑр.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кунта вӑл харкашӳран урах нимӗн те кӗтменччӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унан пуҫне урах меслетпе тӗпчес шухӑш пырса кӗчӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрех ӗҫмен-и тесе икӗ водителе те тӗрӗсленӗ — вӗсем урах пулнӑ.

Обоих водителей проверили на употребление спиртных напитков — оба оказались трезвыми.

Кроссоверпа фура ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33429.html

Юрӗ, кайтӑр, урах нихҫан та курмалла мар пултӑр, анчах чӗрӗ юлтӑр, сывӑ юлтӑр.

Пусть уйдет Ухтиван, пусть они с ним больше не увидятся, но только бы он остался жив, только бы он был жив!..

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ав, куран, анне те урах ларать.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ятман, пӑхап та, эс урах ларатӑн.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗнчере сансӑр пуҫне урах хӗрача та ҫук пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пӑхсан та, шурӑ урасемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмасть, — кулкаларӗ каччӑ, урах еннелле ҫаврӑнса ларса.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каяймӑн, — тенӗ те директор, урах калаҫман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

…Кӑкӑрӗ умне хӗрлӗ розӑсем ҫупӑрласа тытнӑ хура тумлӑ хӗрарӑм, масар хапхи патне ҫитсен, сывлӑш ҫавӑрас тесе-ши е урах сӑлтавпа — самантлӑха чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл шалтах аптӑранӑ шофер ирсӗррӗн ятлаҫнине илтмест, ҫавӑнпа та экипаж алӑкӗ патне пырса тӑчӗ; ун пичӗ умӗнчех — урах мар виҫӗ арҫын сӑнӗ, вӗсем ҫӑварӗсене карсах пӑрахнӑ, Давенант вӗсен ыйтӑвӗсемпе кӑшкӑрӑвне илтет, анчах ӑнланмасть.

Он не слышал низменной брани оторопевшего шофера и подошел к дверце экипажа, смотря прямо в лицо трех подвыпивших мужчин, которые разинули рты, их вопросы и крики Давенант слышал, но не понимал.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Калюк банди чӑнахах пытаннӑ е таҫта урах ҫӗре кайнӑ пулас, Крапивинпа юлташӗсем Ҫӗнӗ Мӑрата чиперех ҫитрӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать-ха, паян вӑл урах.

Сегодня он был хоть трезвый».

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вӑл государство ырлӑхӗшӗн пайтах паха ӗҫсем тунӑ, вӑл ҫураласса та талантлӑ ҫуралнӑскер, питех те тӳрӗ ҫынччӗ, ӑна темӗн чухлӗ укҫапа та урах май ҫавӑрма ҫукчӗ.

Он оказал много весьма важных услуг государству, обладал большими природными способностями и отличался прямотой и честностью.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed