Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗнчех the word is in our database.
умӗнчех (тĕпĕ: умӗнчех) more information about the word form can be found here.
Килте пӗҫернӗ ҫавра ыраш ҫӑкӑрӗ куҫ умӗнчех пӗчӗкленсе пычӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Упӑшки хӗре арӑмӗн куҫӗ умӗнчех вӗлернӗ.

Help to translate

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Шӑпах ҫакӑнта Китай культура центрне уҫма палӑртнӑ-ҫке, ҫавӑнпа тӗплӗн хатӗрленни куҫ умӗнчех.

Именно здесь отмечено открыть центр Китайской культуры, поэтому тщательная подготовка налицо.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унӑн ӗҫӗсем — куҫ умӗнчех

Его работы - перед глазами.

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Куҫ умӗнчех элек сарнине чӑтса лараймарӑм, суяна тӑрӑ шыв ҫине кӑларам тесе сӑмах ыйтрӑм — Чичикин темиҫе хут та хулран туртса антарчӗ.

Help to translate

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унӑн ӑнӑҫӑвӗсем куҫ умӗнчех.

Его удачи перед глазами.

Тусанпа хӑйӑр ӑшӗнче // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Кашни ҫурт умӗнчех вӑл уйрӑм ҫынсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ, сӗнӳ пачӗ.

У каждого дворика он отвечал на все вопросы каждого человека, делился своими мыслями, давал советы.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ — чӑвашсем никӗсленӗ хулара // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.15

Килте купӑса турткаласа ларнӑ чухне аттен шӑллӗ Николай Григорьевич пырса кӗчӗ те анне умӗнчех: «Ялта туй та, ӗҫкӗ-ҫикӗ те нумай пулать, халӗ ӗнтӗ купӑс каласа выҫӑ та, урӑ та ҫӳремӗн», — терӗ.

Однажды, когда я учился играть на гармони, к нам зашел дядя Николай и прямо в присутствии матери высказал свое мнение: "В деревне и свадьбы, и праздники бывают часто, так что с гармошкой никогда не будешь ни голодным, ни трезвым".

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Пирӗн куҫ умӗнчех машина прицепӗ ешӗл апатпа тулчӗ.

Help to translate

Ӗнен сӗчӗ чӗлхи ҫинче // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Юлашки ҫулсенче ҫынсен вилеслӗх шайӗ пӗчӗкленнӗ, вӗсен сывлӑхӗ лайӑхланнине, пурнӑҫ пахалӑхӗ аванланнине ҫирӗплетекен кӑтартусем куҫ умӗнчех.

Help to translate

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ӗҫсем куҫ умӗнчех.

Работа перед глазами.

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Тивсе илсен тӗтӗм-сӗрӗм тавралӑха хуплать, вӑл куҫ умӗнчех ӳссе пырать.

Help to translate

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Пӗрлехи курӑмлӑ ӗҫсем куҫ умӗнчех: Ҫамрӑксен инноваци пултарулӑхӗн центрӗ, Чӑваш Республикин машиностроени тытӑмӗнчи инноваци ӗҫӗсен прототипировани центрӗ хута кайрӗҫ.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Вӗсен калаҫӑвне итлеме аван марччӗ, — сӑпайлӑ хӗрарӑм каласа кӑтартнине татах та татах тӑнлас килчӗ. — Халӗ те куҫ умӗнчех: виҫҫӗмӗш класра вӗренеттӗм ун чухне.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.

Help to translate

Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Районсене тухса хаҫата килрен киле салатса ҫӳрени, пысӑк мероприятисем ирттерни, Акатуйсенче ентешсене кӑларӑма валеҫсе пани, ӑна ҫырӑнтарас тесе колхозсемпе совхозсенче агитаци ӗҫӗсем йӗркелени куҫ умӗнчех.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

14. Вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗнчен пӑрӑннине курсассӑн, эпӗ Петра пурин умӗнчех каларӑм: «эсӗ, иудей ҫынни, иудейла пурӑнмасӑр суя тӗнлӗ ҫын пек пурӑнатӑн пулсассӑн, мӗншӗн-ха суя тӗнлисене иудейла пурӑнма хистетӗн?» терӗм.

14. Но когда я увидел, что они не прямо поступают по истине Евангельской, то сказал Петру при всех: если ты, будучи Иудеем, живешь по-язычески, а не по-иудейски, то для чего язычников принуждаешь жить по-иудейски?

Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Эй тӑвансем, айӑпа юлас мар тесен пӗр-пӗрне ан ӳпкелӗр: акӑ Тӳре алӑк умӗнчех тӑрать.

9. Не сетуйте, братия, друг на друга, чтобы не быть осужденными: вот, Судия стоит у дверей.

Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вара пурте синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та ӑна сут тӑвакан ҫурт умӗнчех хӗненӗ; Галлион ҫакӑншӑн пачах та пӑшӑрханман.

17. А все Еллины, схватив Сосфена, начальника синагоги, били его перед судилищем; и Галлион нимало не беспокоился о том.

Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара каялла таврӑнса каласа панӑ: 23. тӗрмене питӗ тӗплӗ питӗрнӗ, хуралҫӑсем те алӑкӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ, эпир ҫакна хамӑр куртӑмӑр, анчах уҫса пӑхсан унта никама та курмарӑмӑр, тенӗ.

и, возвратившись, донесли, 23. говоря: темницу мы нашли запертою со всею предосторожностью и стражей стоящими перед дверями; но, отворив, не нашли в ней никого.

Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed