Шырав
Шырав ĕçĕ:
Татӑлса йӗрекен аннепе уйрӑлни, хуйхӑллӑ атте хӑйне хӑй маттур тытма тӑрӑшни — пурте, пурте халӗ те куҫ умӗнчех.И прощание с отчаянно плакавшей мамой, и отец, весь обмякший, хотя и старавшийся держаться молодцом:
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӑр куҫ умӗнчех ванса пырать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Французсем сирӗн куҫ умӗнчех ҫынна ҫапса пӑрахаҫҫӗ, вӑл сирӗн ҫывӑх ҫыннӑр.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Ан тив, портретлӑ пӗрпеклӗх кунта куҫ умӗнчех тейӗпӗр, — пуҫларӗ сӑмахне Камертон, мана итлесе пӗтерсен.— Допускаю, что налицо тут портретное сходство, — сказал Камертон, выслушав меня.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сумкине йӑтма йывӑрри те куҫ умӗнчех ӗнтӗ, анчах та вӑл ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатса шутласа пырать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Куҫӗ умӗнчех ултавҫӑ тесе хурсан — хама-хам вилӗм аллине пани кӑна пулӗччӗ.Назвать его в глаза обманщиком — было подвергнуть себя погибели.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мӗскӗн комендант арӑмӗ халӗ те крыльцо умӗнчех выртать, ун патӗнче икӗ казак хурал тӑраҫҫӗ.Тело бедной комендантши все еще валялось под крыльцом, у которого два казака стояли на карауле.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Иван Кузмич хӑй арӑмӗ умӗнчех Пугачев чӗнӳне, ҫырӑва пӗли-пӗлми казак ҫырнӑскерне, вуласа пачӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӑҫал кил таврашӗнчи ҫӳп-ҫапсене тасатма никам та шутламан, кашни алӑк умӗнчех, шыв ҫинче турпас таткисем ӗлӗкхи пекех ишкелесе ҫӳреҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӑшман самолёчӗ куҫ умӗнчех пысӑкланать.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑй ҫапса антарнӑ икӗ самолёт пурин куҫӗ умӗнчех ҫӗре ӳкрӗҫ.Два сбитых им самолета упали и сгорели в кустарнике на виду у всех.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах халӗ вӗсен хӑйсен сӑмси умӗнчех вырнаҫнӑ темле аэродромпа аппаланма вӑхӑт пулман.Но им было не до какого-то там аэродрома, появившегося у них под носом.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Малтанах бомбӑсем пӗчӗк хура пӑнчӑсем пек ҫеҫ палӑрчӗҫ, анчах аялалла вӑркӑнса аннӑ май куҫ умӗнчех ӳсрӗҫ, унтан каҫхи тӗттӗмлӗхре хӗрлӗ ҫулӑм паркисем ялкӑшрӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Карчӑк ӑс-тӑнӗ нимӗҫсем унӑн аслӑ хӗрне хӑй умӗнчех вӗлернӗ хыҫҫӑн пӑсӑлса юлнӑ.Бабка повредилась в уме после того, как гитлеровцы при ней убили ее старшую дочь.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл ман ҫине тӗллеме тытӑнчӗ… арӑм умӗнчех!
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗрре ҫапла ун патне пырса, эпӗ хуҫалӑх кӗнекисене ыйтса илтӗм те, ултавҫӑ старостӑна чӗнтерсе, Иван Петрович умӗнчех кӗнекисене пӑхма тытӑнтӑм.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫав тери хытӑ ҫутатать ҫак ҫаврака асамҫӑ, ҫынсен куҫӗ умӗнчех темӗн чухлӗ тӗлӗнмелли ӗҫсем тӑвать.Так щедро светит этот круглый волшебник, столько чудес творит на глазах у людей!
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Унӑн тимӗр пек ҫирӗп организмӗ пит те ӑста тунӑ ампутацие ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерчӗ пулин те, вӑл палӑрмаллах вӑйсӑрланса пычӗ, тем тӗрлӗ эмеллесен те пурин куҫӗ умӗнчех кунран кун начарланчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей пӗр самантлӑха хӑйӗн куҫӗ умӗнчех хӗрӗн хӗвелпе хуралса кайнӑ, ачанни пек ҫамрӑк тӗслӗ питне, кӑштах мӑкӑрӑлса тӑракан кӳпшек тутине тата ҫилпе кушӑрканӑ сӑмсине асӑрхарӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950