Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кантӑксем ҫутала-ҫутала кайнӑ, сӳне-сӳне ларнӑ, кантӑк речӗсем умран та вӗҫсе иртнӗ, унта такам кӗлеткисем, такам пуҫӗсем, аран-аран курӑнакан пичӗсем вӗлт те вӗлт туса ирте-ирте кайнӑ.
XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Эсӗ ӗнер, вӑл пирӗн умран иртсе кайнӑ чух, ун ҫине мӗнле пӑхнине эпӗ курмарӑм тетӗн-им?
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫак туйӑма чӑн тӑвас тенӗ пекех, пирен умран «Сӗт» тесе ҫырнӑ пысӑк шурӑ цистернӑллӑ машина вӑшлатса иртет.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Часах пӑсӑк ҫӑмартапа ҫӗрӗк купӑста шӑрши тапса тухрӗ; вӗсем ҫакӑнтах купаланса выртаҫҫӗ, тейӗн; эпӗ кушак виллинчен мӗнле шӑршӑ кӗнине аван пӗлетӗп — ман умран утмӑл тӑватӑ кушак вилли йӑтса кӗчӗҫ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ултӑ сехет ҫитеспе ман умран кимӗсем иртме тытӑнчӗҫ, сакӑр-тӑхӑр сехетсенче вара кашни кимӗ ҫинчех санӑн аҫу хулана пырса сана вӗлернӗ тесе каласа пани ҫинчен сӑмахларӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл, эп тахҫантанпах пӗлекенскер, ман умран хӑвӑрт вӗлтлетсе иртрӗ.Оно промелькнуло передо мной на какую-то секунду — такое, каким я знал его всегда.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ, хайхискер, ман умран ҫухалчӗ те, вӑл пӳрт тӑрринчен ҫӗре вирхӗнсе анчӗ.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ман умран темле тӗлӗнмеллерех пӑхса, садран кӗрсе терраса урлӑ нянька чупса иртсе кайрӗ.Мимо меня, как-то чудно глянув и торопливей, чем обычно, пробежала через террасу из сада нянька.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Пӗрре Ивашка Кудряшкин панулми пуҫтарса умран юличчен вӑрттӑн ҫиес тесе колхоз садне кӗнӗ пулнӑ.
II // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 141–146 с.
Ман умран турра пуҫҫапма каякансем йышлӑ иртеҫҫӗ; вӗсем пурте пӗр еннелле, ирӗксӗртереххӗн пек, вӑраххӑн утаҫҫӗ; сӑнӗсем пурин те салхуллӑ тата пурте питӗ пӗр сӑнлӑ.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Кайран манӑн алӑ унӑн ачаш пӗвӗ-сийӗн ӑшшине тахҫанччен туйса ҫӳрерӗ, вӑл ҫывӑхра хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлани тахҫанччен илтӗнсе тӑчӗ, унӑн кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем шуххӑн вӗлкӗшни, шуранка пичӗ ҫинчи ҫурма хунӑ, хускалман хура куҫӗсем тахҫанччен умран каймарӗҫ.
IX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эпир ун патне ҫывхараттӑмӑр ӗнтӗ, сасартӑк пирӗн умран хӗрарӑм кӗлетки вӗлтлетсе иртрӗ те, чул купи урлӑ хӑвӑрт чупса каҫса, стена картлашки ҫине, ту ҫурӑкӗ хӗрнех, улӑхса ларчӗ.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Эпӗ вилнӗ ҫынсене юратмастӑп; хамӑн умран виле пытарма каякансем иртни, темле копуцин тӑхӑннӑ, сылтӑм аллине факел тытнӑран сулахай аллипе табак шӑршласа пыракан инвалид салтака курни яланах ман кӑмӑла пӑтратать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Кӑтӑрса кайнӑ ҫил ачисем пӗрре умран пырса кӗрешеҫҫӗ, тепре хыҫран тулхӑрса килсе чышаҫҫӗ.Дети ветра рассвирепели, они то борются друг с другом впереди нас, то яростно толкают в спину.
Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.
Тӗттӗм сарайне тӑратнӑ лашасем хурса панӑ сӗлле умран юличчен тӗшӗрчӗҫ, ураран ӳкериччен тӗпӗртеттерсе ҫӳретнӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш талӑк вӗҫнелле лӑштӑрах канса ҫитрӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ман умран иртнӗ чух вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ.
VIII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ман умран та, хыҫран та ачасем пӗрмай ӳккелесе юлаҫҫӗ, эпӗ хам чупатӑп та тӗлӗнсе тӑратӑп, епле халиччен те урана хуҫман-ха, тетӗп.
VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хамӑр умран иртсе кайнӑ чух Леля мӗнле пӑхса илнинчен, ӗҫ ҫӑмӑллӑнах иртсе каяс ҫуккине эпир ҫавӑнтах туйса илтӗмӗр.Леля, проходя мимо, так на нас посматривала, что мы поняли: будет крупный разговор.
Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.
Халӗ те вӑл акӑ пирӗн умран утать, метрсем хутлать тейӗн ҫав, хулӑн сасӑпа янӑрать:Вот и теперь он шел впереди нас, словно метры отмеривал, и гудел себе под нос:
Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.
Вӑкӑрсемпе лашасене умран юличчен тӑрантарчӗҫ, ҫӗрлесенче тыррисене, хаклӑрах тупри-япалисен арчисене шӑтӑксем алтса пытарчӗҫ.Подкармливали быков и лошадей, ночами зарывали в ямы хлеб, сундуки с наиболее ценным имуществом.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.