Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫана (тĕпĕ: укҫа) more information about the word form can be found here.
Тавлашнӑ укҫана алӑран вӗҫертес мар тесен, ку паттӑра хам пата илмелле…»

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, укҫана илсе, тепӗр хут турӑшсем ҫине пӑхрӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫана иличчен пӳлӗхҫе кӗлтуса, яланхи пекех, вилнӗ ачисене, арӑмне, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне асӑнса, вӗсене тутӑ пурнӑҫ сӗнесшӗнччӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫемье ҫавӑракансем хӑтлӑх тӑваҫҫӗ. укҫана ытлашши тен перекетлетӗр.

Те, кто создаст семьи, станут устраивать свою жизнь. Возможно, вы слишком бережно относитесь к деньгам.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗнпур пек укҫана пуҫтартӑмӑр та апат илмешкӗн Таньӑпа икӗ Володьӑна лавккана ятӑмӑр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Мӗнле лартӑм, ҫавӑн пек пурҫук укҫана выляса ятӑм.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Ют ҫын ӗҫлесе илнӗ укҫана туртса илсе хамӑн тесе епле калӑн?

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Джинсӑн хыҫалти кӗсйинчен тарпа нӳрленме ӗлкӗрнӗ пилӗк тенкӗлӗх укҫана кӑларса аллинчен вӑр-вар тыттартӑм манӑн пурнӑҫ урапин ямшӑкне: «Пилӗк минут хушши кӗт те, кайран кайма пултаратӑн», — тесе университет ҫуртне чупса кӗрсе кайрӑм.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ку пулӑшакансене укҫана мӗн тума панине пӗлме, ҫав укҫана тӗллевлӗн тӑкакланине курса тӑма май парать.

Help to translate

Ҫынсем — тӗп спонсорсем // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cynsem-tep-sponsorsem

Укҫана ахаль ан тӑкаклӑр, саппас хӑварӑр.

Не тратьте деньги зря, оставьте их для пополнения своих запасов.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫыртмалли илсе укҫана сая ямалла мар, эрех валли перекетлемелле.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Э… э… вӑл укҫана эпӗ хамах сирӗн пата илсе пырасшӑнччӗ те, пыраймарӑм.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ку укҫана перекет кассине хума килтен илсе килтӗм.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Сӗтел ешӗкне хунӑ вунӑ тенкӗлӗх ҫичӗ укҫана ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен, гражданин Архентов.

Help to translate

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

— Пирӗн укҫана пӗҫертнӗ ҫынна турӑ хӗн-хур кӑтартма та тытӑнчӗ!

Help to translate

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Патша вӑхӑтӗнче кӑларнӑ пилӗк тенкӗлӗх ылтӑн укҫана черетпе илсе тыта-тыта пӑхрӗҫ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш ҫавасене туптаса пӗтерчӗ те ват ҫынна тыттарчӗ, укҫана леш темле сӗнсен те илмерӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шӗмертен тӑсса панӑ укҫана та илмерӗ, пиччӗшне курас хаваслӑхпа тинӗс хӗррипе вӗҫнӗ пек пырать хайхи.

Help to translate

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Вӑл мана курсассӑнах: «Сутӑнтӑн пулать, лайӑх хваттере, укҫана хапсӑнтӑн…» — тесе калассӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed