Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Маттур, атьсемӗр, чӑтӑр тата кӑштах, тата кӑштах тӳсӗр! — хавхалантарса пычӗҫ пире мастер та, цех начальникӗ те, главнӑй инженер та, директор та, тӑртанса кайнӑ пит-куҫӗсене савӑнӑҫлӑн кӑтартма тӑрӑшса.
Аптрашки // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 38–39 с.
Тӳсӗр, воеводӑсем, пӑртак кӑна тӳсӗр…
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тата кӑштах тӳсӗр.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Тӳсӗр, юлташсем.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӑштах тӳсӗр ӗнтӗ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗр-икӗ кун тӳсӗр, унтан вара эпир хамӑр ӗҫпе кайӑпӑр!
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Тӳсӗр, тусӑмсем, ҫитесси нумай юлмарӗ…
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тата кӑштах тӳсӗр ӗнтӗ, кӗҫех ҫиеле ишсе хӑпаратпӑр…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӳсӗр, тетӗп.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Эсир кӑштах тӳсӗр ӗнтӗ, полковник, капла юрамасть, унсӑрӑн ман ӗҫе пӑрахма тӳр килет, — тет виҫҫӗмӗшӗ, темӗнле крючокпа мӗскӗн подполковникӑн пуҫне чакаланӑ май.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Ку нимех те мар, тӳсӗр, ан парӑнӑр!
III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Турӑ тӳсме хушнӑ — тӳсӗр!..
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пӗтеретпӗр генерала, кӑшт ҫеҫ тӳсӗр!
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мускавран ҫапла ответлеҫҫӗ: «Тата тепӗр талӑк чӑтӑр, епле те пулсан — тӳсӗр, сире ыйтатпӑр. Тепӗр талӑк ҫеҫ илмелле. Кунта эпир пӗр кун хушшинче чылай тӑвӑпӑр, ыран сире пулӑшу пулатех. Анчах паян хӑвӑрах йӳнеҫӗр» — теҫҫӗ.
28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
2. Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр.2. Носите бремена друг друга, и таким образом исполните закон Христов.
Гал 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑншӑн савӑнӑр, кирлӗ пулсан, халӗ пӗр вӑхӑт кӑштах асап тӳсмелле пулсассӑн — тӳсӗр.6. О сем радуйтесь, поскорбев теперь немного, если нужно, от различных искушений,
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир те вӑрахчен тӳсӗр, чӗрӗре тӗреклӗлентерӗр: Ҫӳлхуҫа килесси ҫывӑхарса килет.8. Долготерпите и вы, укрепите сердца ваши, потому что пришествие Господне приближается.
Иак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иисус вара каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр, 40. анчах Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест, кам валли хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑ ларӗ унта, тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: Эпӗ ӗҫес куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ курас асапа та тӳсӗр, анчах Хамран сылтӑм енне, сулахай енне лартасси Манран килмест, ӑна Аттем кам валли хатӗрленӗ, ҫавӑ ларӗ унта, тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1