Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпере (тĕпĕ: тӳпе) more information about the word form can be found here.
Лагун тӗтрелӗхӗ тӳпере 90' х 40' пысӑкӑш облаҫе йышӑнать, ун патне ҫитме 5200 ҫутӑ ҫулӗ кирлине шута илсен унӑн чӑн пысӑкӑшӗ 60 х 140 ҫутӑ ҫулӗ пулнине кӑтартса парать.

Туманность Лагуна занимает на небосводе область размером 90' на 40', что при расчётном расстоянии до неё в 5200 световых лет, приводит к реальным размерам в 140 на 60 световых лет.

Лагуна тӗтрелӗхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 1%85%D3%97

Урамра тӑман вӗҫтеркеленӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем те, уйӑх та курӑнман.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те курӑнман.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр кунне вӗсем ҫав кайӑка ял ҫийӗн тӳпере вӗҫсе ҫӳренине курнӑ.

Help to translate

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳпере ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗлтӗртетсе ҫаврӑнаҫҫӗ те пирӗн пӑрахут хыҫне пырса выртаҫҫӗ, пирӗн пекех анаталла васкаҫҫӗ.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тӳпере юр пӗлӗчӗсем сирӗлнӗ, хӗвелтухӑҫӗ ҫуталса хӗрелме пуҫланӑ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем чӗпӗтмелле выляҫҫӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паттӑр салтаксем тӑшмана унта ямаҫҫӗ, тем чухлӗ самолетсем вӗҫеҫҫӗ тӳпере, урам тулли танксем кӗрлеттерсе иртеҫҫӗ — ҫӗр чӗтрет, салтаксем таплаттарса утаҫҫӗ, хӑшӗсем хулпуҫҫи ҫине йӗлтӗр тытнӑ, хӑшӗсем машина ҫинче, юланутлисем те пур.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпере пӗр ҫӑлтӑр курӑнмасть.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпере уйӑх иккӗ пулмасть…

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сайра курӑнаҫҫӗ ҫӑлтӑрсем тӳпере.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳпере ҫумӑр пӗлӗчӗсем валемӗн-валемӗн капланса чупаҫҫӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳпере тӑри юрри шӑранать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳл тӳпере ҫатма хӗвел хӗртсе пӑхать.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫиҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тытмалла выляҫҫӗ.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тӳпере хура кӑвак, шупка сарӑ пӗлӗтсем ярӑнаҫҫӗ…

Help to translate

15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Янкӑр тӳпере хӗвел куҫа шартарса шӑранать.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлӗт тӳпере шӑвать, Пурнӑҫ шав ҫапла юхать.

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗвел, хӗрелсе ҫитнӗскер, тӳпере ҫӳле ҫӗкленчӗ, Ешӗл Йӑмраллӑ ялне пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнчӗ те: — Эй, эсир, ҫынсем! Ӑҫта эсир? Ҫуркунне, — тесе пӗлтерчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑнланмарӗ тулӗк, — ку ҫутӑсем тӳпере е ҫӗр ҫинче?

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed