Шырав
Шырав ĕçĕ:
Куҫӗ шӗшкӗ мӑйри тӗслӗ, ҫӳҫӗ ҫӑка пылӗ тӗслӗ пулнӑ ку пикен.
Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418
Килтен тухса кайнӑ чухне тӗксӗм кӑвак тӗслӗ куртка, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ спорт шӑлаварӗ, тӗксӗм симӗс атӑ тӑхӑннӑ.Уходя из дома был одет в темно-синюю куртку, темно-синие спортивные штаны, темно-зеленые сапоги.
Апаш арҫынни ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33769.html
— Нерв тымарӗсем — ҫутӑ сарӑ тӗслӗ, юн тымарӗсем — хӗрлӗ те сенкер тӗслӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пек ури айӗнче тӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чӑхсем, пакӑлти кӑрккасем хӗвӗшеҫҫӗ; ӳкекен хурсем хуняма пек вӗҫӗмсӗр чашлатаҫҫӗ; сенкер те ылтӑн тӗслӗ пуҫӗсем ҫинчи тӗпӗклӗ кӑвакалсем хӗвел ҫинче капӑрланаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Эпӗ ӑна пирен ҫӗршывра йӑхран-йӑха темиҫе сыпӑка куҫса пыракан, мӗн ачаранпах шурӑ-хура тӗслӗ, хура-шурӑ тӗслӗ пулать тесе ҫирӗплетекен, хӑйсене мӗншӗн ытларах тӳлеҫҫӗ, ҫавӑншӑн ҫине тӑракан ҫынсем нумай шутланни ҫинчен каласа патӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вӑл каланипе манӑн ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана темиҫе тӗслӗ шӑнасем кӑтартрӗ, ҫав шӑнасемпе тӑрантса усрасан, эрешмен картисем те ҫавсем тӗслех пулма пултарни ҫинчен ӗнентерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шыва тӑхлан тӗслӗ турӗ, ҫыранри сарӑ йывӑҫ тӗмӗсене, тутӑхнӑ витӗннӗ, тимӗр тӗслӗ хырсене, вӗсен хурарах тураттисене, йӗркипе ларса кайнӑ ялти пӳртсене, чултан тунӑ пек курӑнакан мужик кӗлеткине кӑтартрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Алтарь тӑрринчи темиҫе тӗслӗ кантӑклӑ чӳрече ирхи шупка ҫутӑпа ҫуталчӗ, ун витӗр урайне лап-лап кӑвак, сарӑ тата ытти тӗслӗ ҫутӑсем ӳкрӗҫ, вӗсем сасартӑках тӗттӗм чиркӗве ҫутатса пӑрахрӗҫ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Шалта, чӑнах унта, тирпейлӗ те йӗркеллӗ пулнӑ — пӗрӗмлӗ, чие тӗслӗ шторӑсем те пулнӑ унта, вырӑн патӗнчи ковёр та, мӑйӑр йывӑҫҫинчен тӗрлесе тунӑ кӗнеке хумалли полка та капӑр: унта вара ылтӑн тӗслӗ сӑрпа ҫырнӑ хупӑллӑ кӗнекесене йӗркипе, пӗр тикӗс хурса тухнӑ.
XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӗрлӗрех тӗслӗ кивӗ пароход, труби ҫинче шурӑ йӑрӑмлӑскер, хӑйӗн ураписемпе кӗмӗл тӗслӗ шыв ҫийӗпе васкамасӑр шӑмпал-шампӑл шӑмпӑлтаттарса пырать, шыв ҫинелле мӗлкесем ӳкерсе, парохода хирӗҫ тӗксӗм ҫырансем хуллен ярӑнса пыраҫҫӗ, ҫырансем тӗлӗнче пӳртсен чӳречисем хӗрлӗн ҫутӑлса лараҫҫӗ, ялта юрлаҫҫӗ — хӗрсем вӑйӑ выляҫҫӗ, «ай-люли» тесе юрлани аллилуя тени пекех илтӗнет…
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫапах та мана темле лайӑх мар пек туйӑнать: ҫерҫипе тупӑкӗ, кукӑрӑлса кайнӑ кӑвак урисем тата хурлӑхлӑн ҫӳлелле кӑнтарса янӑ ӑвӑс тӗслӗ сӑмсийӗ пӗрмаях ман куҫ умӗнче тӑрать, йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемсем татти-сыпписӗр йӑл-ял йӑлтӑртатаҫҫӗ, асамат кӗперри пуласшӑн та, анчах пулаймасть темелле.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр чух ҫав сийсем пурте пӗр тӗслӗ пулаҫҫӗ, тепӗр чух икӗ е виҫӗ тӗслӗ сийсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнаҫҫӗ: хури сӑрӑ тӗспе, хӗрли — симӗссипе, шурри — хӑмӑррипе, ҫапла тӗрлӗ тӗссемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.
1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ангелина Семёновна та пӗлет ӑна, ҫавӑнпа вӑл ҫурӑмӗпе поезд еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те сенкер тӗслӗ хутаҫ ҫинче тем чакаланҫи турӗ: ҫавӑн тӗслӗ пӗчӗкрех хутаҫпа хӗрачасем калушӗсене тумтир хывнӑ ҫӗре параканччӗ.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫак шуранка сӑн ҫакӑн пек тӗлӗннӗ тӗслӗ пулнине тата ҫакӑн пек… вӑраннӑ пек тӗслӗ пулнине нихҫан та курман эпӗ.Никогда я не видел это бледное лицо таким изумленным, таким… проснувшимся.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тӳпе хулана сӑрӑ тӗслӗ йывӑр ҫӗлӗкпеле витсе хучӗ, таврари инҫетлӗхе хупласа илчӗ, кӗл евӗр ҫутӑрах тӗслӗ вӗтӗ йӗпхӳне алласа тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Паянтан вӑл Крымӑн ҫав-ҫав тӗслӗ тӑпра сийӗпе, ҫав-ҫав тӗслӗ ӳсентӑрансемпе витӗннӗ ахаль ҫӗр татӑкӗ мар, вӑл — юнпа шӑварӑннӑ улӑх.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кунсӑр пуҫне, вӑл пире кӗмӗл тӗслӗ ҫухасем тата ылтӑн тӗслӗ ҫанӑ вӗҫӗсем туса пачӗ.Кроме того, она сделала нам серебряные воротники и золотые манжеты на рукава.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ кантӑклӑ чӳречесем витӗр залсене, фойене тата коридорсене асамат кӗперӗ тӗслӗ ҫепӗҫ ҫутӑ юхса кӗрет.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Лавсем ҫинче кӗмӗл тӗслӗ купӑста куписем мӑкӑрӑлса тӑнӑ; ҫав тери ҫирӗп арбузсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хуллен янранӑ; темӗн пысӑкӑш михӗсенчен шултра ҫӗрулми курӑннӑ; помидорсенчен юн сӑрхӑннӑ; клеткӑсенче чарусӑр автансем хыпкаланнӑ, кӑвакалсем нартлатнӑ, кӗрен тӗслӗ сысна ҫурисем тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхса пынӑ; салху мужиксем вӑкӑрсене вӑрӑм ҫапӑсемпе хаяррӑн ҫапнӑ; лавсем ҫумӗнче нимӗҫ салтакӗсем хуллен те кахаллӑн утса, пурте чӑмласа пынӑ.
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.