Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ the word is in our database.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Ун патне пӗр университетрах, пӗр курсрах вӗренекен виҫӗ хӗр, тӗрлӗ почерксемпе, тӗрлӗ сӑмахсемпе пӗр пекрех шухӑшсенех ҫырнӑ.

Три девушки-подруги, слушательницы одного и того же курса, одного и того же института, разными почерками и в разных словах писали примерно одно и то же.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Мӗн тӗрлӗ ҫырла, мӗн тӗрлӗ кӑмпа, мӑйӑрӗ, милӗкӗ — чӑннипех те ырлӑхра пурӑнатпӑр эпир.

Каких только ягод и грибов нет, орехи, веники, действительно, в раю мы живем.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Тӗслӗхрен, культура ҫурчӗн фойинчех уява килекенсене юмахри персонажсем кӗтсе илчӗҫ, кунтах тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗксен, кӗнекесен, тӗрлӗ халӑх тумтирӗсен выставкисене хатӗрленӗ.

Help to translate

Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, хӑй пурнӑҫӗпе вӑл пурӑнать // А.ЕФРЕМОВА, Г.ГИНАТУЛЛИНА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Тӗрлӗ факультета кӗрес текен е кӗме ӗлкӗрнӗ пултаруллӑ абитуриентсене вӑл тапхӑрта чӑваш чӗлхи уйрӑмне тӗрлӗ майпа явӑҫтарма тӑрӑшнӑ (наци пуласлӑхӗ пирки шухӑшлакансем пулнӑ!).

Help to translate

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ҫапах та Раҫҫей кунӗ пире, кашни халӑха, ҫынна, эпир тӗрлӗ чӗлхепе калаҫсан та, тӗрлӗ йӑла-йӗркепе пурӑнсан та, пурте пӗр кил-йышпа, пӗр кил-ҫуртра пурӑннине ӑша хывтарать.

Help to translate

Раҫҫей вӑй-хӑвачӗн пысӑк уявӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 09.06.17

Унта тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ профессиллӗ 1 пине яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.

Help to translate

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Сезонӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнче те тӗрлӗ конкурс иртет: тӗслӗхрен, пӗр юрӑ конкурсӗ, киле панӑ музыка ӗҫӗ е СТЭМ /студентсен эстрада миниатюрисен театрӗ\, унта сцена ҫине виҫӗ ҫынран ытла тухма юрамасть т.ыт. те.

На разных этапах сезона тоже проходят разные конкурсы: например, конкурс одной песни, домашняя работа или СТЭМ (студенческий театр эстрадных миниатюр), в нем на сцену нельзя выходить больше трех людей и т.д. и т.п.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Станцие тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ ҫынсем ертсе пынӑ.

Help to translate

Вӑрмана ҫур ӗмӗр сыхлаҫҫӗ // Николай КАЗАКОВ. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Кунта та темӗн тӗрлӗ улма-ҫырла йывӑҫҫи, пахчаҫимӗҫ ӳсет, вун-вун тӗрлӗ чечек хӗмленет.

Здесь каких только плодовых деревьев, овощей не растет, десятками разные цветы искрятся.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пирӗн шкул районта чи лайӑххисен шутӗнче, ҫакна тӗрлӗ предметсемпе иртекен район олимпиадисенче тата тӗрлӗ конкурссенче ҫӗнтерсе ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Аваллӑхӑн палӑкӗсем, уникаллӑ ҫут ҫанталӑк вырӑнӗсем, тӗрлӗ хӗҫ-пӑшаллӑ конфликтсене пула ҫеҫ арканмаҫҫӗ. Тӗнче экономикин аталану хӑвӑртлӑхӗ, хуласем ӳсни, ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене нумай илни, тавралӑха варалани тата ытти тӗрлӗ сӑлтавсем те историлле пуянлӑха упрама пулӑшмаҫҫӗ», – пӑшӑрханса каларӗ республика ертӳҫи.

Help to translate

Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ку чӗлхене ӑша хывакансем тӗрлӗ олимпиадӑра, чӗлхе ӑмӑртӑвӗнче яланах лайӑххипе палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ кӑтартаҫҫӗ.

Усвоившие этот язык, выделяются своими способностями на разных олимпиадах, на состязаниях по языкознанию, одерживают победу на разных уровнях.

Шупашкарти шкул хрантсуссемпе пӗр чӗлхе тупнӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12871.html

Тӗрлӗ ҫулти ҫамрӑксем валли конкурссем хатӗрленӗ кунта, 14 ҫул тултарнисем, ӗнер-паян паспорт илнисем, тӗрлӗ хӑнӑхтарура тупӑшрӗҫ, аслӑраххисем ыйтусене хуравларӗҫ.

Help to translate

Ҫамрӑклӑхран хакли ҫук // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

…Ачасен сывлӑхне упрас, вӗсене тӗрлӗ инкек-синкекрен асӑрхаттарас тесе шкулта тӗрлӗ калаҫусем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Хӑрушсӑрлӑх йӗркисемпе паллашаҫҫӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Канакансем тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ салатне юратса ҫиеҫҫӗ, улма-ҫырлапа савӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ сӗткен ӗҫеҫҫӗ.

Отдыхающие любят различные овощные салаты, удовольствием едят фрукты, пьют различные соки.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // З.ГРИГОРЬЕВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15

Вӑл тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ шайри Канашсен депутачӗ пулнӑ.

Она в разные времена была депутатом Советов различных уровней.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тутлӑ торт, тӗрлӗ эреш, ӳкерчӗк, пуканесемпе ҫемҫе теттесем — темӗн тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшпе хутшӑнчӗҫ унта ӑстасем.

Help to translate

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Пурнӑҫра тӗрлӗ ҫыннӑн тӗрлӗ лару-тӑрӑва лекме тивет.

Help to translate

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӑкӑр заводӗнче 55 тӗрлӗ продукци туса кӑлараҫҫӗ: темиҫе тӗрлӗ хура, шурӑ ҫӑкӑр, батон, пӗремӗк, печени, кондитер изделийӗсем.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Кафере 12 тӗрлӗ пицца, тӗрлӗ тухӑҫ апачӗ, пирожнӑйсем хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed