Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.
Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Тытӑм тӑвакан предприятисен командисемпе пӗрле эпир производствӑна самаях, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗпренех ҫӗнетме тата анлӑлатма пултартӑмӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Пӳрте тӗпренех юсамалла, анчах йывӑҫне ӑҫтан тупас?
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫакӑнта пулас сад ҫине унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ куҫрӗ, ҫав сад унӑн пурнӑҫне тӗпренех улӑштарассӑн, лайӑхлатассӑн туйӑнчӗ ӑна.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫавӑн пекех республикӑра «Чӑваш Ене пӗрле аталантаратпӑр!» парти программипе 27 медицина учрежденине тӗпренех ҫӗнетме тӗллев тытнӑ.
ФАПсем те пулӗҫ, ҫӗнӗ амбулаторисем те // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/fapsem-te-pulec,- ... em-te.html
2021 ҫулта «Чӑваш Республикинчи яллӑ территорисен комплекслӑ аталанӑвӗ» Элӗк районӗнче патшалӑх программипе усӑ курса сакӑр шыв башнине тӗпренех юсаса ҫӗнетнӗ.
Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнать // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/yalsen-san-sapach ... hanat.html
— Малалла кайма юрамасть, — калаҫма пуҫларӗ Астарот; вӑл тата темиҫе сӑмах каларӗ, анчах хыпса илсе турат таткисем вутлӑ чӗлхисемпе чӳхенме пуҫларӗҫ те — ҫак самантра эпӗ, шалтах тӗлӗнсе, Астаротӑн ҫӗнӗ, тӗпренех улшӑннӑ сӑнне куратӑп.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫавӑнпа та, Дюрокпа Эстампа телеграммӑпа васкавлӑн чӗнсе илсе, эпӗ хамӑн шанманлӑха тӗпренех ӗненменччӗ-ха.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӗтел хушшинче вӗсем иккӗшӗ юнашар, ытлашши калаҫмасӑр лараҫҫӗ; ҫӳҫӗсене тӗпренех хырса тасатнӑ ҫаврака пуҫӗсем ҫине тапса тухнӑ тарне те шӑлса типӗтмеҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
5-мӗш армин сулахай флангӗ тӗпренех ҫаралса юлнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ман кӑмӑл тӗпренех хуҫӑлчӗ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Гулливер ирӗксӗрех: этем ӑрӑвӗ тӗпренех пӑсӑлнӑ, ҫынсем этем сӑнне ҫухатса ирсӗр ехусем пулса пыраҫҫӗ, текен шухӑш патне пырса тухать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Эпӗ ҫапла хӑюллӑ та кӗретӗн калани императорӑн чапланас шухӑшӗсене тӗпренех хирӗҫ пынӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Анчах ҫак ҫӗнӗ системӑн чӑн шухӑшӗ чиркӳсен аслӑ пуҫлӑхӗ патне ҫитсен, вӗсем Коперник вӗрентӗвне хирӗҫ хаяррӑн хускалнӑ: Коперник вӗрентӗвӗ христиан тӗнне тӗпренех хавшатнӑ-ҫке-ха.
Поляксен аслӑ астрономӗ Коперник // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Абсолют — пит те лайӑх ҫын, Козуба вара хальхи вӑхӑтшӑн питӗ хаклӑ ҫын: Мускав ҫынни, пӗтӗмпех, тӗпренех пролетари; пур заводсемпе те унӑн ҫыхӑну пур; рабочисем ӑна пит те юратаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Унӑн поварӗн ӑнланӑвӗ тӑрӑх, ҫак кухньӑн вӑрттӑнлӑхӗ кашни апат-ҫимӗҫӗн чӑн-чӑн тутине тӗпренех улӑштарасси пулнӑ: ӑста пӗҫернӗ какай тутийӗ пулӑ тути пек пулнӑ, пулӑ — кӑмпа пек, макарон — тар пек пулнӑ; анчах ромб е трапеци формине йышӑнмасӑр яшка ҫине пӗр кишӗр те лекеймен вара.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Нацисем хушшинчи ҫапӑҫусен тӗп организаторӗсем пулса тӑракан эксплуататӑрла классем ҫукки; пӗрне-пӗри шанманнине саракан тата националистла харсӑрлӑха чӗртсе яракан эксплуатаци ҫукки; влаҫра кирек мӗнле пусмӑрлӑха та хирӗҫ тӑракан тата интернационализм идейисене тӗрӗс тытса пыракан рабочи клас тӑни; хуҫалӑхпа обществӑллӑ пурнӑҫӑн пур — тӗлӗсенче те халӑхсене пӗрне-пӗри пулӑшас ӗҫе чӑннипех пурнӑҫа кӗртсе пыни; юлашкинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен нациллӗ культури, формипе нациллӗ, ӑш-чикӗпе социализмлӑ культури чечекленсе ӳсни, — ҫаксем пурте тата ытти ҫавнашкал фактӑрсем ССР Союзӗнчи халӑхсен сӑн-сӑпатне тӗпренех улшӑнтарса ячӗҫ, вӗсем хушшинче пӗрне-пӗри шанманни пӗтрӗ, вӗсем хушшинче пӗр-пӗринпе килӗшсе туслашса пурӑнасси вӑйланса карӗ, — ҫапла вара, пӗрлӗхлӗ союзлӑ патшалӑх системинче халӑхсем пӗр-пӗринпе чӑн-чӑнах тӑванла килӗштерсе ӗҫлесе пурӑнасси йӗркеленсе ҫитрӗ.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Коммунистсен партийӗ ертсе пынипе хресченсем обществӑра тӗпренех пысӑк улшӑну турӗҫ, ҫав улшӑнура туса хунӑ йӗркесем халӗ пӗр чарӑнса тӑмасӑр малалла аталанаҫҫӗ.
XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ку шурӑ сухаллӑ старик мӗнле ҫын пулнине вӑл тӗпренех курчӗ.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӗр реформи ирттерме килнӗ бригада Юаньмаотунь ялӗнче пурӑнакан хресчен пурнӑҫне тӗпренех улӑштарса ячӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.