Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлпулу the word is in our database.
тӗлпулу (тĕпĕ: тӗлпулу) more information about the word form can be found here.
Паллӑ тӗлпулу Пушкӑртстанри Чишма районӗнчи Раҫҫей Геройӗн Максим Серафимовӑн ячӗллӗ «Патриот» ҫарпа патриотла паркра иртнӗ.

Знаковая встреча состоялась в военно-патриотическом парке «Патриот» имени Героя России Максима Серафимова в Чишминском районе Башкирии.

Радий Хабиров Пушкӑртстанран тухнӑ Раҫҫейри аслӑ шкулсен студенчӗсемпе калаҫнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3378875

Кайран тӗп библиотекӑра салара пурӑнакансемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Help to translate

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Эх, ачасем вӗреннӗ вӑхӑтра пулмарӗ — тӗлпулу ирттереттӗмӗр.

Help to translate

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Канмалли кунсенче шӑпа пӳрнӗ тӗлпулу кӗтет сире.

В выходные вас ожидает судьбоносная встреча.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакан ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗ аталанма пулӑшакан килӗшӗве те алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.

Help to translate

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе уҫӑ тӗлпулу ирттернӗ май, регионти предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансем тӗрлӗ плансене кӑна мар, пуласлӑхри аталану ҫул-йӗрӗсене те тарӑн тишкернӗ, ҫӗнӗ проектсем пирки калаҫнӑ, вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыма патшалӑх енчен куҫакан пулӑшусемпе паллашнӑ.

Help to translate

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Раҫҫейри предпринимательсен центрне Чӑваш Енре йышӑнас текен шухӑша республикӑри бизнес-пӗрлешӳре вӑй хуракансем Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

Help to translate

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

«Тӗлпулу питӗ кӑсӑклӑ иртнӗ.

Help to translate

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Олег Николаев цехра тӑрӑшакансемпе тӗлпулу та йӗркелерӗ, ял халӑхне кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине хуравларӗ.

Help to translate

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Пӗтӗмӗшле илсен, Асанкассинчи тӗлпулу ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ.

Help to translate

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӑлӑха юлнисене ӳлӗмрен те патшалӑх енчен пысӑк пулӑшу пуласса каланӑ, аслӑ шкулсене вӗренме кӗрес тесен, е тата пуласлӑхра ӗҫе вырнаҫас тесен, май пур таран пулӑшу пама Чӑваш Ен Правительстви яланах хатӗррине хыпарланӑ.

Help to translate

Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe

Бизнес-партнерсемпе тӗлпулу кӗтнӗ пек иртмӗ, айӑпӗ - объективлӑ мар хаклав е суя сӑмах.

Встречи с бизнес-партнёрами могут пройти не так, как хотелось бы, виной тому необъективная оценка или ложь.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавна май Чӑваш Республикин транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Лапсар тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫтарнӑ предприятисен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттерчӗ.

Help to translate

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Пӗтӗм Ишек тӑрӑхӗшӗн асӑнмалӑх уяв пулса тӑнӑ вӑл курнӑҫу, - «40 ҫултан иртнӗ тӗлпулу» экспозиципе паллаштарнӑ май каласа кӑтартать мана музейӑн паянхи ертӳҫи Екатерина Павловна.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Ҫак пултаруллӑ хӗрарӑм пуҫарӑвӗпех 1985 ҫулта Нева ҫинчи хуларан куҫарса килнӗ ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.

Help to translate

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Майӑн 4-мӗшӗнче пирӗн муниципаллӑ округра «Единая Россия» партин «Российское село» проекчӗн координаторӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председатӗлӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ С.Г.Артамонов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов, Ю.А.Попов тата республикӑри влаҫ органӗсен представителӗсем ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ.

Help to translate

Тирпей-илем тӗп ыйту пулнӑ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/05/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Тӗлпулу савӑнӑҫлӑ лару-тӑрупа вӗҫленчӗ.

Help to translate

Алла Салаева: Раҫҫей вӑйӗ - регионсенче! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/alla-salaeva-racc ... nche!.html

Ачасем ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн ытларах вулама шантарчӗҫ.

Help to translate

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Иннопром. Тӗп Ази» Пӗтӗм тӗнчери куравра уҫӑ тӗлпулу ирттернӗ чухне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кун пирки ҫӗнӗ хыпарсен «Спутник» агентствине пӗлтернӗ.

Help to translate

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Пӗрлехи информаци кунӗнче муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров тата Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ Александр Орешкин культура ҫуртӗнче халӑхпа тӗлпулу ирттерчӗҫ, унта кун йӗркинчи темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Help to translate

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed