Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахӗ тӗлнех эпир те аннепе килсе кӗретпӗр.
III сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫак вӑхӑт тӗлнех Алексеев отрячӗсене пин ҫын ытла пуҫтарӑнать.К этому времени отряды Алексеева уже насчитывали более тысячи штыков.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Питӗ аван, апат тӗлнех пултӑн! — ун патнелле пылчӑкланнӑ атӑпа кӗпесӗр Савва утса пычӗ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна такам Гришатка сӑмси тӗлнех куҫарса лартнӑ тейӗн.только так, словно бы кто ее передвинул к самому Гришаткину носу.
«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Шӑл хушшипе шӑхӑркаласа, килкарти тӗлнех ҫитрӗ, ҫитрӗ те Аксинйӑна куҫа-куҫӑнах тенӗ пек ҫитсе ҫапӑнчӗ.Подходил ко двору, насвистывая сквозь зубы, и почти в упор столкнулся с Аксиньей.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑн-питне пӑхрӗ, — сӑн-пичӗ те куҫ умӗнчех улшӑнма пуҫларӗ: сӑмси вӑрӑмланса тути тӗлнех ҫитрӗ; ҫӑварӗ самантрах хӑлха таран карӑлса кайрӗ; ҫӑварӗнчен шӑлӗ тухрӗ те аяккинелле кукӑрӑлса ларчӗ, — пан Данило куҫӗ умне шӑп та шай хайхи есаул патӗнче, туйра курнӑ тухатмӑш тухса тӑчӗ.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
А паян тата тӗлнех, юриех тенӗ пек, ҫав тери лайӑх май килсе тухрӗ те, эпӗ ниепле те чарӑнаймарӑм, — тет.А сегодня, как нарочно, представился такой замечательный случай, что я никак не мог удержаться.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Строительствӑна хӗлле пуҫласа, питӗ хӑвӑрт туса пынӑ, вара Ҫӗнтерӳ Кунӗ тӗлнех Родниковски станицин кӑнтӑр енче, авалхи сад ӑшӗнче, икӗ хутлӑ шурӑ ҫурт ҫӗкленсе ларнӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫил-тӑман вӗҫтере-вӗҫтере, вӗсем чылай инҫете, уҫӑ ҫӗрелле тухрӗҫ те, халӑх ушкӑнӗ тӗлнех тенӗ пек пырса ҫитсен, икӗ енчен те пулемётсемпе шатӑртаттарма тапратрӗҫ.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Арманти ҫынсем хӑйсем ҫийӗн пуля чашлатса вӗҫнине илтрӗҫ, арман тӑррине те, стенана та пульӑсем пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ, чула ҫапӑнса лапчӑнаҫҫӗ те ура тӗлнех пырса ӳкеҫҫӗ.
XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Партин уҫӑ пухӑвне каҫхине ултӑ сехетре ирттерме палӑртнӑ, анчах тӑватӑ сехет тӗлнех шкула ҫӗр аллӑ ҫын ытла пухӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫур ҫӗр ҫитеспе ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, килелле хӑваласа килетӗп те ҫапла хутор патӗнче вӗсен тӗлнех пултӑм.Возле полночи уже гоню ее, проклятую, домой и набрел на них возле хутора.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем правлени тӗлнех ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Ҫӑрттан, куҫне чарса пӑрахса, Макара гимнастерка ҫаннинчен ярса тытрӗ:
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑн пек илемсӗр ҫи-пуҫпа Яков Лукич правлени тӗлнех ҫитрӗ, хӑй шалт тӗлӗнсе пычӗ: тӗл пулакан хӗрарӑмсем сывлӑх сунаҫҫӗ те темшӗн хӑвӑрт пӑрӑнаҫҫӗ…
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хам ҫак саманара ҫуралнӑшӑн калама ҫук савӑнатӑп, шӑп тӗлнех пулнӑ иккен!..Ужасно я рад, что в такое время родился, в самый раз попал!..
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна: — шыв леш енче халь кӑна кунта Казбич ҫӳретчӗ, эпир ӑна пӑшалпа петӗмӗр, ун тӗлнех пулатӑрччӗ вӗт эсир?
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сан пуҫу тӗлнех хӳрине сарса пӗри пырса ларать, унтан тепри, тепри…
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пилеш кайӑкӗ йывӑҫ ҫине, Том пуҫӗ тӗлнех, пырса ларчӗ те, питӗ хытӑ савӑнса, хӑйӗн тӗклӗ кӳршисене мӑшкӑллама тытӑнче.
14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Киле вӑл каҫхине, вӑхӑт нумай иртсен тин, таврӑнчӗ, пӳрте чӳречерен хуллен кӗчӗ пулин те, мӑнаккӑшӗ тӗлнех пулчӗ.Он вернулся домой очень поздно и, осторожно влезая в окно, обнаружил засаду в лице тети Полли.
1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.